Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Комментарии участников выставки "Регионы - сотрудничество без границ" и X Чебоксарского экономического форума «Регионы России – новые точки роста»

14:21 24 июня 2017 г.

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Çĕртмен 23-мĕшĕнче иртнĕ "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курава хутшăнтăмăр. Пушă алăпа та килмерĕмĕр, кунта эпир тăван районăн çитĕнĕвĕсем çинчен, малашлăх тĕллевсене палăртакан стендпа паллаштартăмăр. Кăçалхи çул, уйрăмах, район çыннисемпе, вĕсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе паллаштарни вырăнлă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен кĕçех районăн 90 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленетпĕр.

Унсăр пуçне, ялхуçалăх предприятийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе пĕрле çавра сĕтел ĕçне хутшăнтăмăр. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе ялан малта пулма хăнăхнă Елчĕк районĕнчи ĕçченсен тепĕр пысăк савăнăçне кăмăлтан пĕлтеретĕп. 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн районти 16 ялхуçалăх предприятийĕ те "АГРО-100" клуб йышне кĕме тивĕçлĕ пулчĕç.

Елчĕксем кирек хăш ĕçре те малти пулнине çирĕплетсех калатăп. Ялхуçалăх производствине аталантарассинче анчах мар, культура пурнăçĕнче питех те хастар пулнине тепĕр хутчен курса ĕненетĕп. Уява хутшăннă çĕр-çĕр çын хушшинче йĕри-тавралла ăçта ан тинкер - кашни кун курса тăракан çывăх çыннăмсем куç тĕлне пулаççĕ. Республика уявне эпир кăçал, чăннипех, пысăк йышпа хутшăнма пултартăмăр. Районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕнче анчах 80 çын ытла, унсăр пуçне, Патреккелти халăх хорĕн, ветерансен "Туслăх" коллективĕ. Елчĕк районĕн пултарулăх ушкăнĕсем Тĕп лапамра уява уçакансенчен пĕрисем пулса тăни, пушшех, чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Галина АНИСИМОВА, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи: 

-"Раççей регионĕсем - ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" экономика форумне хутшăнма тỹр килнĕ май çакна палăртса калатăп: умри йывăрлăхсене çĕнтерсе Чăваш Ен экономики малалла аталанать. Раççейри ăсчахсем те пирĕн регион шанчăклă партнер пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. РФ субъекчĕн нумай регионĕ малашнехи пысăк ĕçсене Чăваш Республикин ертỹлĕхĕпе тата унăн çирĕп ушкăнĕнчи çынсемпе пĕрле пурнăçлама хатĕр пулнине палăртать. Хальхи вăхăтра та пирĕн республика тĕнчери 92 çĕршывпа хутшăнса суту-илỹ ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕр лаптăкĕсем пĕтĕмпех экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине, çапла майпа пирĕн республика çĕршыв валли "Органика" брендлă - ятлă-сумлă таварсем туса кăларма пултарнине те халĕ тĕнчипех лайăх пĕлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ санкцисене кура йывăрлăхсем сахал мар пулнă пулин те бизнесменсем хăйсен ĕçĕнче çитĕнỹсем тунине палăртса каларĕ.

                                                                                                                                   Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика