14:00 24 июня 2017 г.
Республика кунĕ - Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк уяв. Елчĕк районĕн делегацийĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе, уява хутшăнма малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕсем Шупашкарти "Контур" суту-илỹ комплексĕнче РФ субъекчĕсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" х курава хутшăннă. Мероприятире пухăннисене чи малтан саламланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмахĕсене тепĕр хутчен палăртса каланă: регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене аталантарасси тĕп тĕллев пулса тăмалла. "Паянхи курав социаллă сферăра, экономикăра кулленех пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе тĕл пулма, курса калаçма та май туса пачĕ. РФ субъекчĕсенчен килсе çитнĕ хăнасене регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартни те паха",-тенĕ Михаил Игнатьев.
Регион ертỹçи Чăваш Республики юлашки çулсенче тĕнче шайĕнчи рынока хутшăнма пултарни çинчен чарăнса тăнă. Курава Японирен, Китайран, Европа çĕршывĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнни ахальтен мар. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе Раççей Федерацийĕнчи 85 субъект хушшинче малтанхи çулсенче Чăваш Республики 9-мĕш, каярахпа 6-мĕш, кăçал хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухма пултарнине те аса илмесĕр хăвараймăн. Çавна май Михаил Игнатьев: "Çак кăтарту пире тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать, бизнеса аталантармалли кирлĕ шайри условисене йĕркелеме хистет",-тесе палăртса каланă. Курава савăнăçлă лару-тăрура уçма РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.
Сăмах май, кăçал курава Чăваш Енри 140 организаци хутшăннă. Унсăр пуçне, Раççейри 7 субъектран килсе çитнĕ хăнасем те хăйсен куравĕсене йĕркеленĕ. ...Регионсем хушшинчи куравра Чăваш Республикин ялхуçалăх Министерствипе "Ростсельмаш" комбайн завочĕ" ООО пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме - республикăна ялхуçалăх техникипе тивĕçтересси çинчен ĕçлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
...Ялхуçалăх потребитель кооперацийĕсен аталанăвĕнчи тĕп ыйтусене те малтанхи кун - çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче йĕркеленĕ çавра сĕтел хушшинче татса панă. Унăн ĕçне муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, республикăри наука пĕрлешĕвĕсен эксперчĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хрресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă. Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансен çĕршыв аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Вĕсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхне пула пирĕн сĕтелĕмĕр сывлăхшăн сиенсĕр, пахалăхлă продуктсемпе тулли. Çапла майпа ялти пурнăç шайне çирĕплететсси те вĕсенчен нумай килет.
Çавра сĕтел ĕçне ертсе пынă Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 90 ытла ялхуçалăх кооперативне шута илнине палăртнă. Пытармалли çук, хальхи вăхăтра вĕсенчен хăшĕ-пĕри, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула тата администраци ĕçĕсене йĕркелесе çитерме май пулманран, кирлĕ шайра аталанаймасть. Малашне çак ыйтусене татăклăн татса парас шутпа Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн никĕсĕ çинче хальхи вăхăтра ĕçлекен тата çĕнĕрен йĕркеленекен кооператив членĕсене пулăшас тĕллевпе ятарласа вĕрентессине йĕкелеме палăртнă.
"Раççей регионĕсем - ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" экономика форумĕ Шупашкарта кăçалхипе вуннăмĕш хут иртнĕ. Унăн ĕçне Федераци, регионсенсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, финанс тата инвестици структурисенчи, бизнес-пĕрлешỹсен тытăмĕнчи паллă çынсем, Раççейри тата ют çĕршывсенчи общество ĕçĕ-хĕлĕнче вăй хуракансем хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вак тата вăтам прдпринимательлĕх тытăмĕнчи экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки чарăнса тăнипе пĕрлех нумаях пулмасть Санкт-Петербург хулинче пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕп тĕллевсем çинче чарăнса тăнă: "Умри йывăрлăхсемпе чăрмавсем предпринимательсен ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме хистеççĕ. Çакна шута илсе кашни кунхи ĕçе йĕркелесе пырассинче çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курассине, инвестици хывассине малти вырăна хумалла. Экономикăна, социаллă сферăна тата ытларах вăй илтерессишĕн пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлемелле",- тенĕ. Макроэкономика процесне палăртакан тата анализ ĕçĕсемпе ĕçлекен коммерциллĕ мар партнерăн ертỹçи Дмитрий Белоусов форумра тухса калаçма тỹр килнипе усă курса Раççей аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Вăл экономикăн пысăк пуласлăхĕ пирки чарăнса тăнă. Сăмах май, вăл Чăваш Республикинче çынна инвестици хывас политикăна тытса пынине пысăка хурса хакланă. "Регионта кадр ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Çакă вара - чи кирли,-тенĕ вăл. Промышленноçри мониторинг центрĕн директорĕ, РФ обществăлла палатăн членĕ Илья Семин Чăваш Ен инвестици илĕртỹлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе аслă лигăра тăнине, "ОПОРА РОССИИ" вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн вице-президенчĕ Виктор Степанов çирĕп командăн ăста ертỹлĕхĕн тивлетне пула Чăваш Ен инвестици илĕртỹлĕхĕпе малти вырăна тухнине, Раççей Федерацийĕн Суту-илỹпе промышленноç палатин вице-президенчĕ Дмитрий Курочкин регионта инвестици явăçтармалли схемăна ăнăçлă йĕркеленине, RAEX "Эксперт РА" рейтинг агенствин генеральнăй директорĕ Дмитрий Гришанков Чăваш Республикин кредит тỹлессин шанăçĕ хăватлă пулнине, унсăр пуçне, Чăваш Ен Европа агентствин шкалипе танлаштарса палăртакан ВВ кредит рейтингне тивĕçтернине палăртса каланă. Михаил Игнатьева кредитлă рейтинга пани çинчен ĕнентерекен официаллă свидетельствăна панă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»