16:01 19 июня 2017 г.
Хамăр та Елчĕк район хаçатĕнче вăй хума пуçăнни часах 30 çул çитет те, пирĕн аслă ĕçтешĕмĕрсем пĕринчен тепри ултă теçетке çула хыçа хăварса пенси кĕнекине алла илеççĕ. Çук, арçыншăн 60 çул вăл ватă тесе каламалли тапхăр мар-ха, хăйне евĕр, халĕччен утса тухнă ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе малалла талпăнмалли хаклав кăна.
Нимĕн тăваймăн, этем ĕмĕрĕ çапла хăвăрт шуса иртет-çке. Ĕнер пулнăн ăшă кăмăл-туйăмпа аса илетĕн ачалăха, паян та чун-чĕререн кăлараймастăн çамрăклăха. Алла професси илсе чунтан юратнă ĕçре киленĕç тупнине, çемье çавăрса ача-пăча ỹстернине, çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри ытарайми мăнуксем килнине... епле манайăн! Апла пулсан ахаль килмен çак çĕр çине утмăл çул каялла Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Карлин.
Федор Семеновичпа Ольга Никитичнăн пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ вăл. Кĕнеке вулама юратнăран, пĕртăвансенчен асли пулнăран, кĕçĕннисене (пиллĕкĕн вĕсем) пĕрин хыççăн теприне вулама, çырма вĕрентнĕ. Ирĕн-каçăн тăван колхозра тăрăшакан ашшĕпе амăшĕн ачисене сĕтел хушшине лартса вĕрентме вăхăчĕ те сахал пулнă. Çавăнпах пĕчĕккисене пурнăçăн малтанхи утăмĕсене тума хăнăхтарасси ытларах пиччĕшĕ çине тиеннĕ. Сăмах май каласа хăварам, халĕ ултă пĕртăван та аслă пĕлỹллĕ. Тăваттăшĕ, пиччĕшĕ пекех, биологпа химик. Вĕсем паян хăйсене пĕчĕккĕллех тĕрлĕ енчен пиçĕхтернĕшĕн пиччĕшне тав тăваççĕ. Ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Александр тăванĕсене çуралса ỹснĕ тăрăхра ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илекенĕ те.
- Пичче пирĕншĕн паян та чунне парать. Кăмăлĕ пит ырă унăн, - теççĕ йăмăк-шăллĕсем пĕр шухăшлăн.
Ултă пĕртăванăн ашшĕ, Федор Семенович, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, ывăлĕсене çитĕннĕ май техникăна алла илме хăнăхтарнă. Мĕнпе кăна интересленмен шкулта тăрăшулăхпа палăрнă Александр. Турă панă ăсталăх-ши унăн, мĕн пĕчĕкрен çутçанталăк илемне курма, туйма пĕлет вăл. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене çавăтса çырма-çатрара мĕн чухлĕ йывăç-тĕм лартман-ши Карлинсем? Амăшĕ 50 çул тултаричченех çĕре кĕнĕрен пĕртăвансем тăванлăха лайăх туйса ỹснĕ. Пĕр-пĕриншĕн кар тăраççĕ вĕсем.
Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан ниçта та мар, Шупашкарти педагогика институтне çул тытнă Александр. Пĕрремĕш çул балл çитейменрен аслă шкул алăкне уçайман каччă. Çавăнпа çулталăк ялти шкулта лаборантра ĕçленĕ. Тепĕр çул И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче химипе биологи факультетĕнче вĕренме пуçланă. Студент чухне пултаруллă каччă ăсталăхне ỹстерсех пынă. Кĕнеке нумай вуланă. Вăл ушкăнри ăста студент пулнипе кăна мар, фотокорреспондент пулнипе те палăрнă. Алла учитель дипломне илсен Александр Федорович Çирĕклĕ Шăхаль шкулне ĕçлеме килет. Часах ăна Кĕçĕн Таяпа шкул директорне лартаççĕ. Ачасемпе, ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупакан çамрăк педагог коллективра ырă ят çĕнсе илет. Кунтах вăл хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулать.
Ачаран район хаçатне заметкăсемпе статьясем çырнă ертỹçĕне "Колхоз ялавне" ĕçлеме чĕнсен хаваспах килĕшет педагог. Кунта икĕ çул ытла ĕçленĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ çамрăка КПСС райкомне чĕнсе илеççĕ. Агитаципе пропаганда пайĕн инструкторĕнче, пай заведующийĕнче тăрăшать хастар чун-чĕреллĕ юлташăмăр. Кунта тăрăшнă чухне те район хаçачĕпе çыхăну тытма пăрахмасть. Партин Чулхулари аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна "Колхоз ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторне лартаççĕ. Çичĕ çул ертỹçĕре тăрăшнă хыççăн вăл яваплă секретарьте вăй хурать. Александр Федорович республикăри хаçатсем хушшинче йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерỹçи пĕрре кăна мар пулчĕ. Унăн хастар ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем йышлă. Медаль те пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă ал сехетне вара кăмăллăн çыхса çỹрет. Çивĕч ăслă, политикăна лайăх ăнланакан, саккунсене лайăх пĕлекен ĕçтешĕмĕр çамрăк журналистсене пулăшу пама та хатĕр. Педагог профессине хаçатçăн çăмăл мар ĕçĕпе улăштарнăшăн пĕрре те ỹкĕнмест Раççей Журналисчĕсен членĕ.
Александр Федорович обществăлла ĕçсенче те хастар. Хушнă ĕçе ячĕшĕн тума пĕлмест вăл. Чылай çул культура работникĕсен профсоюзĕн комитечĕн районти председателĕнче, присяжной заседательте тăрăшрĕ.
Çыннăн кăмăлĕ мĕнле пулни почеркран та паллă теççĕ. Александр Федорович шăрçа пек илемлĕ çырать. Пысăк тавракурăмлă журналистăн тус-юлташ та сахал мар.
Александр Федорович савнă мăшăрĕпе, Ирина Алексеевнăпа, икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Хĕрĕпе ывăлне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Иккĕшĕ те çемйисемпе Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Ăшпиллĕ кукаçи-асатте час-часах хăнана килекен Тимофейпа Илья мăнукĕсемпе киленет. Пирĕн юлташăмăр чăн-чăн кил хуçи. Вăл кил-тĕрĕшре аппаланма юратать. Хваттерте пурăнсан та килти хушма хуçалăха çуллен аталантарса пырать. Пушă вăхăтра халĕ те аллинчен кĕнеке ямасть, тăтăшах библиотекăна çỹрет.
Ĕç - пурнăç никĕсĕ. Ăна чун канăçĕ вырăнне хурать аслă юлташăмăр.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăнỹкерчĕкре: А.Карлин.
Хаçат редакцийĕн коллективĕ хисеплĕ ĕçтешĕмĕре - Александр Федорович КАРЛИНА сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлать, ырлăх-сывлăх, телей, çемьере килĕшỹ, ĕçре ăнăçу сунать.
Çулпа пуян вăл çын тени -
Çулсем иртнишĕн ан кулян.
Тăнлав шурришĕн ан кулян,
Ку - иртнĕ пурнăçăн палли.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»