15:46 15 июня 2017 г.
Хисеплĕ медработниксем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!
Сире медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.
Хăйсен шăпине медицинăпа çыхăнтарнă çынсем мĕн авалтан халăх хушшинче чысра тата хисепре шутланаççĕ. Хăвăрăн пĕлĕвĕрпе ăсталăхăра тата пысăк яваплăхăра пула эсир çынсен пурнăçне çăлса хăваратăр. Ĕçпе кăна мар, вырăнлă каланă ăш сăмахпа та сиплетĕр.
Районти мĕнпур медицина ĕçченĕпе сывлăх сыхлавĕн ветеранне пархатарлă ĕçĕршĕн, иксĕлми вăй-халăрпа хастарлăхăршăн, чирлĕ çынсемпе ырă кăмăллă пулнăшăн тав тăватпăр. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, телей, ырăлăх сунатпăр.
И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»