16:50 11 июня 2017 г.
Ирина ЕГОРОВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекен:
- Акатуй уявне илемлĕх кĕртсе халăха яланах йышлă пуçтаракан вырăн вăл - сцена умĕ. Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне, Раççей кунне халалланă концерт программи пуян та анлă пулчĕ. Чăваш патшалăх юрă тата ташă ансамблĕн пултарулăхĕ, вырăнти артистсен юрри-ташши уявăн тĕшши пулса тăчĕç. Тавах артистсене.
Валентина СПИРИДОНОВА, Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн специалисчĕ:
- Акатуй программине халăх вăййисемпе ăмăртăвĕсене кĕртни хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине аса илме, тытса пыма май парать, уява хаваслăх кĕртет. Çавнăпах туртăнать пуль уявсенче халăх вăйăсем иртекен вырăна. Çакăн евĕр тупăшусенче вăй виçес текенсем те йышлă.
Александр ЕРМОЛАЕВ, Яманчурино ООО бригадирĕ:
- Районти ĕçпе юрă тата спорт уявне пĕтĕм кăмăлтан хутшăнтăм. Ял çынни ял çынниех: малтан чи тухăçлă ялхуçалăх выставкине пăхса тухрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи кунччен ялхуçалăх техники çĕрпе пĕлĕт евĕр улшăнчĕ. Çавăнпа хуçалăх ертỹçисем çĕнĕ техника туянма, çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртме тăрăшмалла. Пирĕн ертỹçĕ В. Рахмуллин çак енĕпе ĕçлет те. Ялта лашасем пурри те лайăх. Районти "Акатуйра" чи малтисен йышĕнче пулнишĕн савăнатăп.
Леонид КНЯЗЕВ, акар йытăсен Лаш Таяпари питомникĕн директорĕ:
- Эпĕ кирек мĕнле çанталăка та хăнăхнă. Елчĕкри район Акатуйĕ çулла пуçланнине пĕлтерчĕ-ши? Питĕ лайăх. Эпĕ иртнĕ Акатуя паянхипе танлаштарма тăрăшатăп. Улшăнусем, лайăх енсем питĕ нумай. Малашне те çакăн пек пултăрччĕ.
Зевдет САЛАХУТДИНОВ, Елчĕк районĕнчи Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Акатуй - ĕçчен халăхăн пысăк уявĕ. Уяв программи çулран çулах çĕнелсе те пуянланса пыни хавхалантарать. Уяв ячĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри - Раççей кунне халалласа тỹперен парашютистсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене илсе антарни пулчĕ. Вĕсене пĕтĕм халăх пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса сăнарĕ. Елчĕк Акатуйĕн уявне пысăк хисепе тивĕçнĕ парашютистсем хутшăнни район чысне тата та çỹлле çĕклет. Ялхуçалăх техникин куравĕн пуянлăхĕ те тĕлĕнтерчĕ.
Марина МАРКОВА, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ:
- Çыннăн ĕçлеме анчах мар, канма та пĕлмелле. Çак уяв вырăнти тĕрлĕ халăхăн туслăхне çирĕплетме, хамăрăн культурăпа йăла-йĕркене çỹлти шайра тытма пулăшать. Уяв программине пуян та анлă хатĕрлеме пултарнăран эпир культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе анчах мар, ялхуçалăх ĕçченĕсен, районти ял тăрăхĕсенчи специалистсемпе халăхăн, вĕрентекенсемпе шкул ачисен тата спортăн тĕрлĕ тĕсĕнчи пултаруллă спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе пĕр харăсах паллашма пултартăмăр. Тавах ертỹçĕсемпе кашни тытăмри ĕçченсене, Елчĕк халăхне пире уявра чунтан канма май туса панăшăн.
Петр СИДОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Акатуй уявне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов хутшăннипе ырăпа палăртатăп. Елчĕк енĕн спортри паллă çыннисем çинчен уйрăм кĕнеке кăларма хатĕрленетĕп. Спортра тава тивĕçнĕ çынсен хушамачĕсене район хаçатне пĕлтерсен питĕ аван пулĕччĕ.
Николай БОГДАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ:
- Кăçалхи Акатуя район çыннисем тата пысăкрах хаваслăхпа, савăнăçпа уявланăн туйăнчĕ. Çакă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин тата уява йĕркелекен оргкомитет членĕсем мероприятисен планне яваплăха туйса, творчествăлла йĕркелеме пултарнипе те çыхăннă, тесе шутлатăп. Акатуй хăйĕн пĕлтерĕшĕпе чăн-чĕн ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пулнипе палăрчĕ. "Ырсамай" культурăпа кану паркне капăрлатса илемлетни чун-чĕрене тыткăнларĕ. Юлашки çулсенче район тĕрлĕ енлĕн аталаннине палăртакан тĕслĕхсем урлă пуласлăхра та çĕнĕ шанăçсем кỹнĕн туйăнчĕ. Уява Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнни, вăл Елчĕксене ăшă сăмахсемпе саламалани çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарса тăтăр.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»