10:30 25 мая 2017 г.
Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕпе – Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Библиотекăсем пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май параççĕ. Хальхи вăхăтра ялта библиотекăсен пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ, вĕсем чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç. Библиотекăри улшăнусем халăха тивĕçлĕ кану туса парассипе çыхăннă.
Вулава аталантарас енĕпе иртекен районти пысăк мероприятисен авторĕсем библиотекăсем пулса тăраççĕ, мероприятисем районти уровеньпе çеç мар, республика уровенĕпе те иртеççĕ.
Ĕçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултарулăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмшăн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Çĕнĕ шухăшсемпе тĕллевсем, çитĕнÿсем, халăх хисепне тивĕçме çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр. Библиотека залĕсем яланах кĕнеке тусĕсемпе тулли пулччĕр.
И.И.Васильева,
район пуçлăхĕ.
Н.П.Миллин,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Яльчикский район Чувашской Республики