10:29 25 мая 2017 г.
Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем тата вулакансем!
Сире Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак уяв вуламасăр пурăнма пултарайман мĕн пур çынсене пĕрлештерет. Кĕнекепе туслашни таврари тĕнчен илемне туяс савăнăçа парнелет тата этем шухăшлавĕн çулне уçса парать. Библиотекарĕн ĕçе ответлă та пысăк, вĕсем кирлĕ издание тупса пама кăна мар, вулакансен илемлĕх туйăмне ÿстерме, пултарулăх çулне уçма пулăшаççĕ.
Паянхи библитотекăсем кĕнекепе журналти информацисене электронлă майпа илме май параççĕ, компьютер технологийĕсем вара библиотекарьсене ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртме нумай пулăшаççĕ.
Паян Елчĕк районĕнче 23 библиотека ĕçлет, районта пурăнакансем çакăнта тĕнче культурипе паллашма пултараççĕ, Интернет çыхăнăвне алла илеççĕ, тĕрлĕ услугăсемпе тивĕçеççĕ.
Библиотека ĕçченĕсене хавхалануллă ĕçшĕн, юратнă ĕçе тивĕçлипе парăннăшăн, вулакансене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тăватăп. Сире сывлăх, çитĕнÿ, телей тата ăнăçу сунатăп.
А.А.Александрова,
район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"