Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Награда Главы Республики - награда всей Чувашии

13:31 23 мая 2017 г.

Светлана БАРИНОВА, халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ:

- Юлашки çулсенче республика ертỹлĕхĕ çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет.

Хамăр ялти, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул пирки калас пулсан та, ял шкулĕ тесе те калаймăн ăна. Мĕншĕн тесен ачасем хуларинчен кая мар условисенче вĕренеççĕ. Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса кунта тĕплĕ юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Классенче те ăшă, хăтлă. Çакă вĕренекенсен пĕлĕвне, сывлăхне çирĕплетессинче пысăк витĕм кỹрет. Класс-кабинетсенче çĕнĕ технологисемпе усă курни вĕрентекенсемшĕн те кулленхи ĕçре пысăк çăмăллăх кỹрет. Ахальтен мар районти шкулсенчи вĕренекенсем, хăйсен ĕçĕнчи чăн ăста педагогсем ертсе пынипе республика, Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсене пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ, тăтăшах малти вырăнсене йышăннине те курса, пĕлсе тăратпăр.

Ачасем кĕçĕн классенчен тытăнсах ют чĕлхесене вĕренеççĕ, ытти уроксем те кăсăклă иртеççĕ. Çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăха юратма, хисеплеме вĕрентсе çитĕнтерни те савăнтарать - ял пурнăçне çĕнĕ сывлăш килнĕн туйăнать.

Республика Пуçлăхне Хисеп Орденĕпе наградăланине пĕлсен тивĕçлипе савăнтăм. Михаил Васильевича халăх ырлăхĕшĕн малашне те иксĕлми вăй-халпа тимлеме пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатăп, республика çтĕнĕвĕсем пире савăнтарса тăччăр.

 

Тамара ЗАХАРОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ:

- Чăваш Ен Правительстви республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине ăнăçлă аталантарасси, халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парасси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕнчи Указĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси те тĕп тĕллевсен шутĕнче. Сăмах май, Чăваш Енре мĕн пур ачанах ача сачĕсемпе тивĕçтернĕ. Республикăра вăтам ĕç укçи 22,7 пин тенкĕрен иртнĕ. Промышленноç ỹсĕмĕ курăмлă. Промпроизводство ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче мала тухнă. Пысăк çитĕнỹсем Михаил Игнатьев ертỹçĕ ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынипе пулаççĕ. Пирĕн республикăн ĕç-хĕлне Раççей шайĕнче тивĕçлипе хакланине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Хисеп Орденĕпе наградăлани лайăх çирĕплетет.

 

 

 

Надежда УРКОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ:

- Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра çынсене хăйсем пурăнакан вырăнта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май паракан лайăх инфратытăм йĕркеленĕ: пуçламăш пулăшу паракан пунктсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсенчен пуçласа республикăн тата федерацин пысăк технологиллĕ центрĕсем таранах. 2013-2016 çулсенче пирĕн республикăри яллă вырăнсенче пурĕ 125 ФАП хута кайнă, çав шутран пирĕн районта - 7. Кăçал Хăвăлçырмапа Хĕрлĕçыр ялĕсенче те модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕклеме пуçăннă - вĕсене çывăх вăхăтра ĕçе кĕртесшĕн. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕç-хĕлне Раççей шайĕнче пысăк хаклани - вăл медицина аталанăвĕшĕн, çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн тăрăшнин результачĕ те.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика