Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление глав района с Днем Победы

13:40 05 мая 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!

Хисеплĕ ентешсем!

Сире чĕререн аслă уяв - Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсем пысăк чыс-хисепе тивĕçлĕ.

Елчĕк районĕн ывăл-хĕрĕсем те фашизма тĕп тăвассине пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшманпа харсăррăн тата паттăррăн кĕрешнĕ.

Тылри хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Елчĕк енĕн ĕçчен те ырă кăмăллă халăхĕ мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерÿ валли панă.

Шел пулин те, ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Çавна май вĕсен тĕлĕшĕпе яланах тимлĕ пулма кирлине манса каяс марччĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене тата районта пурăнакан мĕнпур çынна Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, мирлĕ пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                          И.И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ               Н.П.МИЛЛИН

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика