Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Солнечный праздник объединяет всех нас

15:40 01 мая 2017 г.

Ĕç çыннине пĕрлештерекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн пĕлтерĕшĕ анлă. Пирĕн юратнă тăван районăмăрти ĕç çыннисем те çак çутă уява кашни çул савăнăçлă кăмăл-туйăмпа, мăнаçланса кĕтсе илеççĕ.

Савăк юрă -кĕвĕ таврана ян! кайни çынсен чун-чĕрине ир-ирех хаваслăх кĕртрĕ, тăрăшса ĕçлеме те хистерĕ. Мĕншĕн тесен ял çыннишĕн çак самант  питех те яваплă. Çуркуннехи шутлă кунсенче мĕнле ĕçленине кура çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлететпĕр-çке.  Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче халĕ шăпах ака ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăт. Çанталăкĕ те çуллахи пекех хĕвеллĕ те ăшă, тÿпере ăрша выляса тăни уй-хирти ĕçсене тата  васкаса пурнăçлама хистет. 

Чăн-чăн уяври пек капăр çи-пуç тăхăннă, чечек çыххисемпе тĕрлĕ-тĕслĕ шарсем тытнă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен пысăк ушкăнĕ, яланхиллех, уява илем кÿчĕ. Районти ĕç коллективĕсем, депутатсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пĕрлехи стройра пулчĕç.

Тĕп лапамра савăнăçлă митинг иртрĕ. Уява хутшăнакансене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç. Майăн 1-мĕшĕ пĕтĕм ĕç çыннине пĕрлештерекен уяв пулнине палăртса каланипе пĕрлех вĕсем пурне те тăван çĕршывăмăр ячĕпе малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Çапла пултăрах, çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç хуçалантăр,  сенкер тÿпе пултăр.

Уявăн тĕп саманчĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, район экономикине тĕреклетессинче, культурăпа спорта аталантарассинче, сывлăха сыхлас тытăмра куллен пысăк тÿпе хывакан çынсене чысласси пулчĕ. Тĕп лапамри районти Хисеп хăмине кăçалхипе улттăмĕш хут çĕнетрĕç, унта эпир пурте лайăх паллакан таврари хисеплĕрен те хисеплĕ, чун-чĕрисемпе ĕçе парăннă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарчĕç. Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулнă, май пулнипе  усă курса халăх умĕнче сăмах тухса каланă Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патреккелти халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов культура ĕçĕнче хăй пĕр улшăнмасăр 52 çул! ĕçленине палăртса каларĕ. Ку чухне çакна анчах хушса калайăн: Турă пилленĕ, чун ыйтнă ĕçре анчах ĕмĕр иртни сисĕнмест... Юратнă ĕç пурне те телей, савăнăç кÿрсе тăтăр.

...Районти кирек хăш мероприятие те, уява - пушшех, пултарулăх коллективĕсем чĕрĕлĕх, илем кĕртеççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе уяв программине пуянлатма хутшăнакан, куракана чун апачĕ парнелекен сцена ăстисене, канăçа пĕлмен ĕçченсене - чыс, мухтав! 

 

Хаклав

Николай МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Çуркуннепе Ĕç уявĕнче ĕç çыннине сума сăвассине çĕршывĕпех çирĕп йăлана йăлана кĕчĕ.  Эпир те пархатарлă ĕçре тăрăшакана чыслассине  малти вырăна хуратпăр. Тĕп лапамра Хисеп хăми уçни, унта малта пыракан ĕçченсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе кăтартать.

Çын ĕçпе пурăнать, вăлах ăна илем те, телей те кÿрет. Елчĕк районĕ хăйĕн ĕçчен те пуçаруллă çыннисемпе тивĕçлипе савăнма пултарать. Мĕншĕн тесен ял çынни паянхи уявра та хăй хĕрÿ ĕçре пулнипе мăнаçланать - пулас тухăç никĕсне хывма хутшăнать-çке вăл. Çĕр ĕçченĕ çак ĕçе  паянах, ырана хăвармасăр пурнăçлама ĕлкĕрмеллине, унсăрăн кая юлма пултарасса та  лайăх ăнланать.

Ĕçченлĕхĕпе палăрса тăракан  районти  ĕç çыннине  куç тĕлне тăвассине  малашне те малти вырăна хума палăртатпăр. Çакă ĕç çыннине мал ĕмĕтпе çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çитĕнекен ăрăва аслисен  ырă тĕслĕхсене ăса хывма, вĕсем пек тăрăшуллă та ĕçчен çынсем пулма   хавхалантарса тăрĕ.

 

Галина ЯКОВЛЕВА, районти тĕп больницăри хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестри:

- Елчĕкри тĕп больницăра медицина сестринче ĕçлеме тытăннăранпа 40 çул иртрĕ. Чун ыйтнипе суйласа илнĕ профессире - çынна сывлăх парнелес ĕçре çак вăхăтченех ырлăх-сывлăхпа тăрăшма шăпа пÿрнĕшĕн Турра тав тăватăп.

Сăнÿкерчĕкĕме районти Хисеп хăми çине вырнаçтарни вара ытла пысăк чыс пулнăн туйăнать. Манăн ĕçĕме тивĕçлипе хакланăшăн коллектива, район ертÿлĕхе - пысăк тав.

Светлана АРХИПОВА.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика