10:30 21 апреля 2017 г.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!
Сире чĕререн Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем куллен районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе тимлеççĕ. Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парасси, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, обществăри çирĕплĕхе тытса пырасси те вырăнти влаç представителĕсенчен килет.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çĕршыв, республика правительствисемпе килĕштерсе ĕçленине пула ялсенчи инфратытăм аталанать, социаллă лару-тăру лайăхланать.
Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр хамăр çине илнĕ пĕтĕм тивĕçе туллин пурнăçласа пырар. Районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлеме сире малашлăхра çĕнĕ утăмсем, çитĕнÿсем сунатпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»
Первоисточник: Яльчикский район Чувашской Республики