Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Интервью с главой администрации Яльчикского района с Николаем Миллиным, посвященное к Дню местного самоуправления

10:22 21 апреля 2017 г.

Вăхăт таппи чарусăр, шав малалла васкать. Киввине çĕнни улăштарать. Вырăнти хăйтытăмлăх паянхи обществăн пĕлтерĕшлĕ институчĕсенчен пĕри пулнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Çак çулсен хушшинче вăл граждан обществипе экономика аталанăвне, социаллă пурнăçа витĕмлĕ тÿпе хывма, влаç органĕсен рольне ÿстерме пултарчĕ, халăхшăн ĕçлесе сумлă ят çĕнсе илме ĕлкĕрчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх кунне паллă тăвас умĕн эпир Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пултăмăр.

- Николай Петрович, вырăнти хăйтытăмлăхăн çĕнĕ моделĕсене йĕркелеме çирĕп никĕс хывма пулăшнă федерацин 131 номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăхне йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккуна йышăннăранпа 14 çул  çитет.  Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем обществăпа политикăра хăйĕн вырăнне тупрĕç тесе çирĕплетме пулать-и паян?

- Çĕнĕлĕх нихăçан та пурнăçа ансатах кĕрсе каймасть. Чылай тĕрĕслев витĕр тухса, йăнăш утăмсене тÿрлетсе малаллах утрĕç вырăнти влаç органĕсенче тăрăшакансем. Асăннă саккун ĕçлеме пуçланăранпа вырăнти влаçăн тата ял тăрăхĕсен куллен пурнăçламалли тивĕçсемпе çыхăннă саккунсем хушăмсемпе тата улшăнусемпе пуянлансах, финанспа экономика никĕсĕ  çирĕпленсех пычĕç, çавна май влаç органĕсем опыт енчен пуянланчĕç. Халĕ вĕсем халăх пурнăçне туллин йĕркелесе пыма тата унăн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пултарнине çирĕплетсех калама пулать.

- Муниципалитетăн кашни йĕркеленĕвне хăйне евĕр пĕчĕк патшалăхпа танлаштарма пулать: хăйĕн территорийĕ, халăх шучĕ, ĕçлекен влаç тытăмĕ, вырăнта пуçтаракан налук калăпăшĕ...

- Çапла. Муниципалитет йĕркеленĕвĕ - хăйне евĕр пĕчĕк патшалăх. Вăл йĕркелÿ ĕçне пурнăçлать, пур сферăпа службăна пĕрлештерекен социаллă тытăм шутланать. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен «пĕчĕк патшалăхăн» ăнăçлă аталанăвĕ килет. Вĕсем чунне парса ĕçлесен çитĕнÿ пулатех.

Пуçаруллă та пултаруллă, халăх шанакан пуçлăхсем пирки сăмах хускатсан манăн  Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Афанасьева тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Кошкина асăнас килет.Хастар, ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене пурнăçласа ял хушшинчи çул-йĕре вак чул сарса хытарассипе уйрăмах тăрăшса ĕçленине палăртса хăварас килет. Лайăх кăтартусем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленипе пулаççĕ.

Ытти ертÿçĕсем те йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малаллах утăмлаççĕ, граждансен шанăçне тÿрре кăларас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Кашни ертÿçĕне манăн ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркеленекен конкурссене активлă хутшăнма сĕнес килет. Призлă вырăна тивĕçсе укçан премине çĕнсе илни ял тăрăхĕнчи чылай çивĕч ыйтăва татса пама май парать. Сăмахран, иртнĕ çулсенче Елчĕк ял тăрăхĕ республикăри тата Пĕтĕм Раççейри конкурссене хутшăннăччĕ. Чăваш Ен шайĕнчи  конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса 125 пин тенкĕлĕх премие тивĕçни, Раççей конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухса РФ Правительствин Дипломне тата 800 пин тенкĕлĕх укçан премине çĕнсе илни ял тăрăхĕн бюджетне самай пуянлатрĕ.

- Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен республикăри пĕрлĕхĕ çинче чарăнса тăрсамăр. Мĕнле пулăшусемпе тивĕçтерет вăл?

- Асăннă пĕрлĕх вырăнти хăйтытăмлăхăн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерет. Çав вăхăтрах пĕр-пĕрне паха опытпа паллаштармалли, пуçлăхсен, депутатсен, специалистсен, общество активĕн професси шайне ÿстермелли тата тулаш çыхăнăва аталантармалли тĕп лапам шутланать. Канаш правленийĕ ĕç хучĕсем хатĕрлеме пулăшнине, муниципалитет ĕçченĕсен пĕлĕвĕпе тавракурăмне аталантарас тĕллевпе курссемпе семинарсем йĕркеленине те асăнмалла. Елчĕк районĕ бюджет тĕллевĕсене, палăртнă плана пурнăçлассипе çултан çулах ăнăçлă ĕçлесе пырать. Сăмах май, 2016 çулта Елчĕк район бюджечĕн тупăш пайĕ 331 миллион тенкĕпе, çакă палăртнă планăн 100,9 проценчĕпе танлашнă. Бюджетăн тăкак пайĕ 321 миллион тенкĕ /бюджет профицичĕ 10 миллион тенкĕ/  пулнă. Хамăр патăмăрта пухнă тупăш 2015 çулхипе танлаштарсан 9 миллион тенке яхăн пысăкрах пулнă, 112 процентпа танлашнă.

Тунă ĕçсемпе лăпланса лармалла мар, кăçалхи палăртнă ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Сăмахран, Хăвăл-çырмапа Тăрмăш ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçмалла. Вăрăмхăва, Тĕмер, Патреккел ялĕсенче çул-йĕр тума палăртнă. 10 ялта /Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Хăвăлçырма, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Турхан, Çĕнĕ Пăва, Тăрăм, Кивĕ Эйпеç, Кушкă/ ял хушшинчи çулсене юсасси те тĕп вырăнта. Курнавăшра спортзала, Вырăскассинче клуба юсама тĕллев лартнă. Елчĕкри кирпĕч  завочĕ çумĕнчи свалкăна йĕркене кĕртес тата районти музей çуртне çĕнĕрен тăвас тĕллевпе паянхи кун проектсем хатĕрлес ĕç пырать. Çавăн пекех ялхуçалăх отраслĕнче инвестицин 20 ытла проектне ĕçе кĕртмелле кăçал. Çак ĕçсене пĕтĕмпех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ертсе, йĕркелесе пыраççĕ.

Кăçалхи çĕнĕлĕх - 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 30 мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн ĕçлессине мала хуратпăр.  Указ вырăнти ыйтусене татса панă чух тĕрлĕ шайри бюджет тата халăх укçи-тенкине пĕрлештерме, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тата халăха пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, вырăнти пуçарусене аталантарма май парать. Республика, вырăнти бюджет уйăрнă тата халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕпе /унăн 60 процентне республика бюджечĕ саплаштарать, 40 проценчĕ - вырăнти хăйтытăмлăх органĕн тата халăхăн укçи-тенки/  ял тăрăхĕсенчи инфратытăма аталантарма май пур. Хальлĕхе çак тĕллевпе 8 ял тăрăхĕ проект хатĕрлесе республикăри конкурса хутшăннă.

- Çĕрсене инвентаризацилес ыйту та çивĕч паян...

- Çĕртен илекен тухăç ăна юратнинчен тата пулăхлатса пынинчен килнине чăваш хресченĕ юлашки вăхăтра уйрăмах лайăх ăнланса илчĕ. Çавна май çĕр ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрасси малти вырăнта. Çĕр ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртрĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйту - çĕрсене тухăçлă усă курас тĕллевпе ял хушшинче вырнаçнă хуçасăр, пушă выртакан çĕрсен реестрне тăвассине вĕçлесси. Çак ĕçе пурнăçлама халăха хутшăнтарса çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилемелле, пĕтĕмпех шута илмелле. Çапла туни бюджетăн тупăш пайне пуянлатма, социаллă ыйтусене татса пама май парĕ.

- Калаçăва пĕтĕмлетсе Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ умĕн çак тытăмра ĕçлекенсене мĕн каланă пулăттăр?

- Вырăнти хăйтытăмлăхăн ĕçĕ-хĕлĕ яваплă. Уяв ячĕпе саламласа çак тытăмра тăрăшакансене халăх ырлăхĕшĕн пур вăя хурса ĕçлеме сунатăп.

- Калаçушăн тавах.

Елена ПЕТРОВА калаçнă.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика