14:27 06 апреля 2017 г.
Людмила ГОРШКОВА, районти пенсионерсен союзĕн ертÿçи:
- Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн çиччĕмĕш сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерекен отчетне тимлĕн итлерĕм. Михаил Васильевич экономикăн тĕрлĕ отрасльне тишкерчĕ, малалла ĕçе лайăхлатмалли çул-йĕре палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тĕп шухăшĕ - республикăна малашне те халăх интересĕсене шута илсе аталантармалла.
Мана, ĕмĕре ачасене воспитанипе пĕлÿ панă çĕрте вăй хунăскере, бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвĕ, 2015 çулхипе танлаштарсан, ÿсни савăнтарчĕ. Çавăн пекех пире, кукамай-асаннесене, виçĕ çултан иртнĕ пепкесене пурне те ача сачĕсене вырнаçтарни кăмăла çĕклет. Эпир çамрăк амăшĕ чухне ывăл-хĕре садике вырнаçтарма пит йывăрччĕ. Республикăри шăпăрлансене шкулчченхи ача сачĕсене 78 процент вырнаçтарнă пулсан, Елчĕкре виçĕ çултан иртнĕ ачасен 100 проценчĕ валли садикре вырăнсем пур.
Наталья РОМАНОВА, Елчĕкри тĕп библиотека ертÿçи:
Михаил Игнатьев апрелĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн 2016 çулхи отчечĕпе паллаштарчĕ. Пĕр сăмах сиктерми итленĕ хыççăн пуçра тĕрлĕ шухăш çуралчĕ. Республика çитĕнĕвĕсем чăннипех те курăмлă.
Паянхи кун пире, тĕп хуламăртан чылай аякра вырнаçнă ялсенчи халăха, спутник «турилкке» урлă Чăваш наци телевиденине курма тата Чăваш наци радиовне итлеме май туса пани пысăк савăнăç. Халĕ республика хыпарĕсемпе пĕр чăрмавсăрах паллашатпăр.
«Чувашия» ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хутшăнакан «Вăй хуни» проект республикăра пурăнакансемшĕн уйрăмах усăллă пулнине палăртатăп.
Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн отчетĕнче нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕ. Çак категорине кĕрекен çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерес ĕç районта та 2011 çултанпа, ку енĕпе ятăрлă саккун вăя кĕнĕренпе пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне çĕр лаптăкне тÿлевсĕр уйăрма ыйтса çырнă нумай ачаллă 186 çемье шутра тăрать. Вĕсене черете илессине нумай функциллĕ центр урлă йĕркеленĕ.
Ыйтса çырнисенчен 155 çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Шел пулин те, çемьесем çĕр лаптăкĕсенче уйрăм çурт-йĕр çĕклеме васкаманни пăшăрхантарать.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»