Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы республики с Днем работника культуры

14:14 24 марта 2017 г.

Чăваш Республикин культурăн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Культурăн пуян еткерĕ, наци искусствин сайра тĕл пулакан хăйне евĕр­лĕ­хĕ тата Чă­ваш Енре пурăнакансен таланчĕ пирĕн тивлетлĕ тăван çĕ­рĕмĕ­­ре Раççей тулашĕнче те мухтава кăларнă.

Паян Чăваш Республики çĕршывăн культура центрĕсенчен пĕри шу­т­ланать тата пул­­­­тарулăх шухăшлавне пĕтĕçтерекен, ăна пурнăçа кĕр­текен сайра йышши вырăн пулса тăрать.

Регионта çуллен пиншер культура мероприятийĕ йĕркеленсе иртет. Отрасль ĕç­ченĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕ халăх йăли-йĕркине сыхласа упра­ма, тăван ен культурине аталантарма, çамрăк ăрăва ăс-ха­кăл­па илем­лĕ­­х хак­лăхĕ­семпе туллин паллаштарма пулăшать.

Чăваш Ен Правительстви республикăра пурăнакан çынсене вĕсен пулта­рулăх туртăмне тивĕçлĕн аталантармалли майсем туса парас тесе çине тăрать. Кăçал регионта ялти темиçе çĕнĕ культура çурчĕ тата ку чухнехи кинозалсем хута каймалла. Республикăри районсенче культу­рăпа кану учре­ж­де­нийĕсене тĕпрен юсас тата хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерес ĕç малалла пурнăçланать.

Культурăпа искусство ĕçченĕсене професси ăсталăхĕшĕн тата суй­ласа илнĕ ĕçе парăннăшăн тав тăватăп. Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, телей, пултарулăхра çитĕнÿсем тата хавхалану, интереслĕ çĕнĕ проектсене пурнăçлама сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика