Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Жители района комментируют Послание Главы Чувашии М.Игнатьева

17:32 20 января 2017 г.

Ираида ВАСИЛЬЕВА, район пуçлăхĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕнчи кашни самант пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăшлă.

Профессипе учитель пулнă май республикăри миллионер - чи лайăх шкулсен хисепĕ кашни çул ÿссе пынипе савăнатăп. ТОП-200 йышĕнчи 8 вĕренÿ организацийĕн хисепĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та пур. Вĕсем пуçласа мар, пĕр вĕçĕм икĕ çул Раççейри ялта вырнаçнă чи лайăх шкулсен йышне кĕни районăн ят-сумне çÿле çĕклет.

Республика Пуçлăхĕ ăнăçлă ĕçлекен педагогика коллективĕсемпе уйрăм педагогсене хавхалантарассине малти вырăна хунине тивĕçлипе хаклатпăр. Малашне шкул программине çемье этикин урокĕсене кĕртме палăртни те - тĕрĕс, вăхăт та çаплах хистет. Шкул ача-пăчана пĕлÿ, ăс паракан учреждени анчах мар, ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани паракан культура центрĕ те.  

 

Валерий АФАНАСЬЕВ, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă Указа ырласа Чăваш Республикинче çак çул пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ  мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев пуçарăвне федераци шайĕнче те ырласа йышăннă. Шупашкар хулинчи каяшсене тăкмалли вырăна рекультивацилессине федераци программине кĕртнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Ене 380 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ куçарса параççĕ. Регион ертÿçи республикăра уйрăммăн сыхлакан çутçанталăк территорийĕсене /пурĕ 4 объект/, çав шутран пĕри - Елчĕк районĕнче туса хума палăртать.

 

  

Анатолий ТИМОФЕЕВ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пичет ветеранĕ:

- Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕпе паллашсан çакна туйса илетĕн: Чăваш Енпе унăн çыннисем юлашки çулсенче чылай çĕнелсе улшăнчĕç пулин те туллин татса паман ыйтусем нумай. Тăван чĕлхен витĕмĕ çав-çавах çителĕксĕр. Тепĕр чухне шкулсенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсен хисепне те сыхласа хăварайманни пулать. Ача сачĕсенче вара, пĕтĕмпех чăваш пурăнакан Елчĕк тăрăхĕнче те, воспитани ĕçне тĕпрен илсен вырăсла пурнăçлаççĕ. Çавна пула пĕчĕккисем ашшĕ-амăшĕ, урамри, картишри юлташĕсемпе чăвашла калаçасшăн мар. Республика Пуçлăхĕн Çырăвне тĕпе хурса çак çитменлĕхе пĕтерес енĕпе пикенсех ĕçлеме тивет.

 

Николай БОГДАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кивĕ Арланкасси ялĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕ еплерех пулса пынине тата унăн малашлăхне палăртнă чухне çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ,  тĕрĕс воспитани пани республика аталанăвĕн никĕсĕ пулнине асăрхаттарать. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен вĕрентÿ тытăмĕнчи органсен, шкулсенче ĕçлекен учительсен инноваци ыйтăвĕсене тăтăшах шута илмелле. Шкул программисене экономика ыйтăвĕсен темисене кĕртмелле. Вĕренекенсене парта хушшинченех производствăра кирлĕ професси суйласа илме хăнăхтармалла тата пулăшмалла.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика