17:44 23 декабря 2016 г.
Николай Алексеев, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çивĕч, кăткăс проблемăсенчен пăрăнманни палăрчĕ.
Паянхи кун предпринимательсене те, ĕçлекенсемпе пенсионерсене те çăмăл мар. Анчах юлашки вăхăтра инфляци чакса пырасси, пенсисем ÿсесси, социаллă çăмăллăхсене сыхласа хăварасси пирки шантарса калани çĕршыв çыннисем хушшинче хавхалану кÿрет.
Раççей Федерацийĕ Сири Араб Республикипе хăйĕн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пулăшни те çĕршыв авторитетне çĕклет.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»