15:53 16 декабря 2016 г.
Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви «2016 çул _ Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕ» темăна анлă уçса паракан журналистсем, массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче конкурс ирттерчĕ. Çак кунсенче ăна пĕтĕмлетнĕ.
Конкурса пурĕ 108 ĕç тăратнă. Уйрăмах вĕсен йышĕ районсенчи хаçатсенчен ытларах пулнă.
«Массăллă информацин районсенчи ?хуласенчи/ пичет хатĕрĕсем» номинацире пирĕн ĕçтешĕмĕр, «Елчĕк ен» хаçатăн çырусен пайĕн редакторĕ Валентина Кириллова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Конкурс комиссийĕ вăл хатĕрленĕ «Ĕçлеме пĕлекен – йывăрлăха çĕнтерекен» материала лайăх хак панă.
Çĕнтерÿçĕне Дипломпа çитес çулхи январь уйăхĕнче Пичет кунне халалланă савăнăçлă уявра чыслĕç.
Сăмах май, Валентина Кириллова кăçал Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ йĕркеленĕ «Вут-çулăмлă перо» конкурсра та çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Ĕçтешĕмĕре чунтан саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.
А.КАРЛИН.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»