15:50 14 декабря 2016 г.
Юрий СМИРНОВ, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, районти Ашшĕсен канашĕн ертÿçи:
- Мана районта Ашшĕсен канашĕн ертÿçи пулнипе кăна мар, ача ашшĕ пулнăран та, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни савăнтарчĕ. Тулли çемьере ача ăнăçлă, тÿрĕ кăмăллă, пур енлĕн аталанса ÿсет. Çакна палăртса каларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уявра.
Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ Ĕç çыннин çулталăкне малалла тăснăн туйăнать. Мĕншĕн тесен ача ĕçе юратса ÿсесси чи малтанах ашшĕпе амăшĕнчен килет. Шăпах вĕсем ачисене ĕçе хăнăхтарма тивĕç. Лайăх, йĕркеллĕ амăшĕ хĕрне апат-çимĕç хатĕрлеме, кил-çурта тирпейлеме, ашшĕ кил-çуртри арçын алли кирлĕ ĕçсене пурнăçлама вĕрентсе ÿстереççĕ. Ашшĕпе амăшĕн тивĕçне пурнăçламан çемьере лайăх, йĕркеллĕ, пурнăçа тытса пыракан ывăлпа хĕре çитĕнессе кĕтсе илеймĕн.
Антонина АЛЕКСАНДРОВА, район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ:
- Районта Раççейри - Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Район хаçатĕнче Кино, Ĕç çыннин çулталăкне халалланă статьясемпе очерксем нумай пичетленчĕç. Çакă тĕрлĕ професси ячĕпе сумне çĕклеме пулăшрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурнăçа укçапа виçмеле маррине, ашшĕ-амăшĕ ачисене ăс-хакăл панипе, вĕрентсе ÿстернипе хаклама кирлине питĕ вырăнлă тесе шутлатăп.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»