16:38 02 декабря 2016 г.
Петр СКВОРЦОВ, район пуçлăхĕ, «Прогресс» АХО директорĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллашнă май, кăçал та унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулнине асăрхарăм. Экономикăна, социаллă сферăна аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ сĕнÿсем нумай унта. Уйрăмах ялхуçалăхĕ вăй илсе пынине, вăл çĕршыва тăрантаракан, тĕнче рынокне тухакан ăнăçлă отрасль пулнине палăртни кăмăллă.
Ялхуçалăхăн аталанăвне тивĕçлĕ витĕм кÿрес тесе федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидисемпе усă курас тĕлĕшпе регионсене ирĕклĕх пани, анчах та кунта сухалакан çĕрсен калăпăшĕпе, тухăçа ÿстернипе, ытти кăтартусемпе çыхăнтарни вырăнлă тенипе килĕшетĕп.
Надежда УРКОВА, район больницин тĕп тухтăрĕ:
- Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче сывлăх сыхлавĕ çине тимлĕх ытларах уйăрни вăл çынсене, вĕсен нушисене ăнланни, йывăрлăхсене çĕнтермелли майсене шырани палăрать.
Çырура больницăсемпе поликлиникăсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарма, эмелсен рынокне çирĕп тĕрĕслесе тăрассинче, медицина ĕçченĕсен хутсемпе ĕçлес калăпăшне чакарассинче информаци технологийĕпе анлăрах усă курма кирлине палăртни те пирĕн ĕçе хакланине кăтартать.
Пирĕн республикăра, çавăн пекех районта та сывлăх сыхлавĕ çине тимлĕх уйăрни палăрать: сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене çĕнĕрен çĕклеççĕ, юсасах тăраççĕ, çĕнĕ оборудованипе пуянлатаççĕ.
Президент Федераци Канашне янă Çыру медицина ĕçченĕсене ĕçе ăнăçлăрах йĕркелеме май парать.
Лариса ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:
- Владимир Путин Президент Федераци Канашне янă Çырăвĕнче пирĕн çĕршыв малашне те вăйлăрах пулассине тата никама пăхăнманлăхне упрама шантарчĕ.
Уйрăмах кăçалхи Çырура вĕренÿ çине тимлĕх тата ытларах уйăрни хавхалантарать. Эппин, çĕршыва тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, пысăк тавракурăмлă çынсем ытларах кирлĕ.
Президент çĕнĕ шкулсем тăвас, киввисене реконструкцилес программа малалла ĕçлессине пĕлтерчĕ. «Юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла мар», - терĕ Владимир Путин. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче 2019 çулччен 188 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çак тĕллевпе 28 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртни те - ырă хыпар.
Тепĕр савăнăç вăл - Владимир Путин пултаруллă ачасем наци пуянлăхĕ пулнине çирĕплетни. Çавăнпа регионсенче ятарлă центрсем тума палăртнине те ырлатăп.
Николай АЛЕКСЕЕВ, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ:
- Çĕршыв Президенчĕ тăван тавралăха тирпей-илем кÿрес, çутçанталăка сыхлас, ирĕк памасăр йĕркеленĕ свалкăсене пĕтерес ыйтăва çивĕч хускатрĕ. Ку вăл пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те проблема пулса тăнине палăртрĕ.
15-16 çул каялла ялсене тирпей-илем кĕртес, çутçанталăка сыхлас ыйту Елчĕк районĕнче те питĕ çивĕч тăратчĕ. Астăватăп-ха, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ обществăлла çуртсем çывăхĕнчи ăпăр-тапăра вăхăтра турттарса тухман пирки хĕлле пуçтарăнса пĕчĕк сăрта çаврăнатчĕ, çулла унăн çывăхĕнче сывлама çук шăршлăччĕ. Ытти ялсенче те ăпăр-тапăра ăçта килнĕ унта тăкатчĕç, урамсенче иртсе çÿреме çукчĕ. Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Николай Миллин çак киревсĕр йăлана пĕтерес тесе çине тăрса ĕçлерĕ. Хăйĕн вăй-халне те шеллемерĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене урамсене, улăхсене, çырма-çатрана тасатма хистесе тăчĕ, ял çыннисене те çак ĕçе явăçтарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ пуçарнă ĕçĕн усси пулчĕ. Халĕ Елчĕк районе килсе куракансем район центрĕнче те, ытти ялсенче тирпейлĕ пулнине асăрхаççĕ. Çапла вара кирек мĕнле ĕçре те пуçлăх çирĕп ыйтни, халăх ăна ăнланса итлени питĕ кирлĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура экологи ыйтăвне çĕршыв шайне çĕкленин усси пуласса шанатăп.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»