09:13 23 ноября 2016 г.
«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ район хаçатне 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявне ирттересси çинчен пĕлтерет. Ăна кăçалхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă. Çавна май вылява хутшăнас кăмăллă вулакансене хаçата çур çула çырăнни çинчен ĕнентерекен квитанцисене хаçат редакцине çитерме ыйтатпăр. Çырупа та юрать. Квитанцире хаçата çырăннă вулаканăн тулли хушаматне, ял ятне уçăмлă кăтартмалла.
Çавăн пекех предпринимательсене, вулакансене призсем йĕркелес ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
Хаçата почта урлă 6 уйăха çырăнса илмелли хак - 368 тенкĕ те 82 пус. Редакцире, нумай функциллĕ центрта тата автовокзалти тĕрлĕ кĕрпе, сахăр, çăнăх сутакан А.Краснов предприниматель патĕнче илсе тăмалли хак 210 тенкĕ. /Хаçата альтернатива мелĕпе илсе тăма редакцире çырăнмалла/.
Хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»