09:38 12 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Пĕрлехи информаци кунĕнче çак темăсене сÿтсе яваççĕ:
- Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа палăртнă 2018-2019 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ çинчен;
- ялхуçалăхĕн уй-хирти кĕрхи ĕçĕсене пĕтĕмлетни;
- 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли куна ирттересси çинчен.
Пĕрлехи информаци кунĕнче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелеççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»