10:32 10 ноября 2016 г.
Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсем пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ - çĕршыври йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен хăршсăрлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене, чысне, тивĕçĕсене, лăпкăлăхне хÿтĕлессипе тимлеççĕ.
Служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, яваплăн пурнăçланăшăн сире чĕререн тав тăватпăр. Ума лартнă тĕллевсене малашне те ăнăçлăн пурнăçласа пырасса, районти лăпкăлăха çирĕп хÿтĕлессе шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, службăра çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ П.А.Скворцов.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»