Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление глав района с Днем работника агропромышленного комплекса

09:54 02 ноября 2016 г.

Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Хыçра канăçсăр уй-хир ĕçĕсем, вырман хĕрÿ кунĕсем. Черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕ вĕçленнĕ май, сире - уй-хирте тата фермăра ĕçлекенсем, продукци тирпейлекен предприятисенче тăрăшакансем - тивĕçлĕ тав сăмахĕсем калатпăр.

Кашни çын ялхуçалăхĕнче ĕçлеймест. Мĕншĕн тесен Тăван çĕршыва, çĕре юратмасăр, тивĕçе туллин пурнăçламасăр ялхуçалăхĕнче тăрăшаймастăн.

Ялта пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем сахал мар. Вĕсем валли ялта юлса çĕр çинче ĕçлеме майсем  çителĕклĕ. Юлашки вăхăтра ялхуçалăхне патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатасси ÿсет. Районти хуçалăхсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ялхуçалăх предприятийĕсен  ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни района республикăра çулсерен пысăк çитĕнÿсем тума май параççĕ.

Ялхуçалăхĕнче тăрăшакансен пысăк профессионализмĕ, суйласа илнĕ ĕçре чуна парса тăрăшни,  чăннипех те, хисепе тивĕçлĕ. Çĕр аннене юратни, яваплăх, пысăк ăсталăхпа эсир ялхуçалăхне аталантарса пыратăр, сирĕн çăмăл мар ĕçĕрпе çăкăр çитĕнет, аш-какай, сĕт туса илĕнет, сирĕн ĕç результачĕ кашнийĕн сĕтелĕ çине килет.

Тавтапуç сире тăрăшуллă ĕçĕрсемшĕн, суйласа илнĕ профессие чăннипех те парăннăшăн.

Ялхуçалăхĕнче, ялта ĕçлекенсене пурне те çирĕп сывлăх, çителĕклĕ пурнăç, уяр çанталăк тата мĕнпур пуçарулăхра ăнăçу сунатпăр.

П.А.Скворцов,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.П.Миллин,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика