15:54 28 октября 2016 г.
Автомобиль транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире пĕтĕм чун-чĕререн професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр.
Автомобиль транспорчĕн шанчăклă ĕçне пула çынсен пурнăçĕ çăмăлланать, ялхуçалăхĕ, суту-илÿ, промышленность предприятийĕсем чăрмавсăр ĕçлеççĕ. Паянхи пурнăçра автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен те тăтăш çĕнĕлĕхсем шырама, хăйсем кÿрекен пулăшусен пахалăхне ÿстерме тивет. Шансах тăратпăр, хăвăрăн ĕçĕре юратнипе, яваплăха туйса ĕçленипе палăртнă тĕллевсене малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр. Çулăрсем яланах тикĕс те телейлĕ пулччăр.
П.Скворцов,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Л.Левый,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»