Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Елчĕк ен» йышланать, ăс-тăна пуянлатать

16:24 18 октября 2016 г.

Ĕнер Елчĕкри почтамтра нихçанхинчен халăх йышлă пулчĕ. Сăлтавĕ те пысăк - клиент кунĕ иртрĕ.

Елчĕк почтамчĕн йышăну залĕнче иртенпех çын татăлмасть. Пĕрисем Валентина Тимофеева оператор патне черет тăраççĕ. Вĕсем квитанцисемпе тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курнăшăн вăхăтлă тÿлесшĕн, теприсем Галина Баранова оператор патĕнче хаçат-журнал çырăнаççĕ. Раççей Почти юпа уйăхĕн 13-23-мĕшĕсенче 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта хаçат-журнал çырăнса илмелли хаксене чакарнă. Çавна май подписчиксем хаксем йÿнĕ чухне хăйсем кăмăллакан изданисене çырăнса илччĕр тесе Елчĕкри почтамт ятарласа клиент кунĕ йĕркеленĕ. Почтамт начальникĕ Петр Блинов ял çыннисене çырăнтару кампанине кăмăллăн хутшăнтарас тесе ятарлă плакатсем ÿкерме  те ÿркенмен. «Елчĕк ен» йышланать, ăс-тăна пуянлатать» тата «Кил, тăванăм, çырăнар, «Хыпарпа» пĕрле пулар» плакатсене курăнмалла вырнаçтарнă. Кунтах сăмаварта вĕретнĕ сиплĕ  курăксенчен хатĕрленĕ чейпе сăйланма пулчĕ.

Клиент кунĕнче «Елчĕк ен» хаçата чи малтан Чăваш Тăрăмĕнчи Ольга Галкина çырăнчĕ. Госстрахра тăрăшакан Ольга Николаевна çитес çулхи çур çулта юратнă район хаçачĕпе пĕрле «Будуар» журнал та илсе тăма кăмăл турĕ. Çăмăл алăллă пулчĕ О.Галкина, Галина Баранова квитанци хыççăн квитанци çырчĕ.

Елчĕкре пурăнакан Елена Волкова:

- Эпĕ Елчĕкре пурăнма пуçлани 35 çул çитрĕ. Пĕр çул та район хаçачĕ çырăнмасăр юлман.  Район хыпарĕ - чун уççи.

Патреккелĕнчи Елена Димитриева та çак вунăкунлăхра «Елчĕк ене» çырăнчĕ.

- Мĕнпур хыпар-хăнара хаçат вуласа пĕлетпĕр. Пенсире тесе килте ахаль лармастпăр, пурнăçпа тан пыратпăр, - тет вăл.

Елчĕкри Анатолий Терентьев, Лилия Хушкина, Людмила Михайлова, Акчелти Геннадий Крылов «Елчĕк енпе» пĕрле «Хресчен сасси. Кил» хаçатсене çитес çулхи çур çулта та илсе тăма кăмăл турĕç.

- Почтальона тĕл пулаймастăп. Питĕ лайăх клиент кунне йĕркелени. Халĕ, акă, пĕрре килсе икĕ ĕç туса кайрăмăр, - тет Елчĕкри Елена Портнова. Çамрăк амăшĕ район хаçатне юратса вуланине пытармасть.

Элекçей Тимешри Борис Карсаков, 30 çул ытла «Прогресс» хуçалăхăн бригадирĕнче тăрăшнăскер, хăйсен ялĕнчи Светлана Антонова почтальонкăпа тĕл пулма васкарĕ.

- Хам астăвассах район хаçатне вулатăп. Унсăрăн епле пурăнăн. Чăн-чăн тус вăл манăн, - чунне уçать 74 çулхи Борис Петрович.

Элекçей Тимешри 80 çула çывхаракан Антонина Семеновăна вара хаçат хакĕ интереслентермест.

- Тем хак пулсан та район хаçатне çырăнса илме укçа шеллеместĕп. Ăна вуласа ăс-тăн та çирĕпленет. Урама тухса çÿрейместĕп, çавах  çынран тăрса юлмастăп, - тет 80 çула çывхаракан кинеми.

Ираида Блинова çак кун «Хыпар», «Хресчен сасси. Кил», хаçатсем, «Тысяча советов», «Тысяча секретов» журналсем çырăнса илме кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.

Хаçат-журнал çырăнмалли кампание яланах пысăк активлăхпа хутшăнакан, ытти хуçалăхсене ырă тĕслĕх кăтартакан «Прогресс» хупă акционерсен обществи çитес çулхи çур çулта  илсе тăма «Елчĕк ен» хаçата 13 экземпляр çырăнчĕ. Кашни ферма, бригада ĕçченĕ  яланхиллех район пурнăçĕпе тан утса пырĕ.

Елчĕкри Роза Трофимова, Кушкăри Федор Мартынов клиент кунĕнче хăйсен кăмăлне каякан изданисене çитес çул та илсе тăрассине пĕлтерсе аллисене квитанцисем илчĕç.

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмĕ. Ял çыннисем район хаçатне çак вунăкунлăхра  çырăнса илес тесе почтальонсемпе тĕл пулма васкаççĕ. Луиза Чугуновăпа Надежда Кукурузова почтальонсем клиент кунĕнче кăна 40 экземпляр «Елчĕк ен» çырăнтарчĕç.

Кавалти почта çыхăну уйрăмĕ. Алевтина  Новикова, Надежда Романова почтальонсем «Елчĕк ене» йÿнĕ хакпа чухне çырăнса юлччăр тесе  кашни çынпа тĕл пулса калаçаççĕ. Район хаçатне çырăнса илес текенсен йышĕ ÿссех пырать. Ĕнер кăна 20 çемье район хаçачĕпе туслă пулнине çирĕплетрĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика