15:56 14 октября 2016 г.
Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Уяв кунĕнче кăçал çулсем çинче пурнăçланă ĕçсемшĕн тав тума уйрăмах кăмăллă. Тикĕс çулсемпе тирпейлĕ урамсем кашни çын кăмăлне çĕклеççĕ.
Районти транспорт çÿрекен, çавăн пекех çуран çÿрекенсен çулĕсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ. Кашни яла асфальтлă çулпа çыхăнтарнă, ял урамĕсем те пĕрин хыççăн тепри хытарнă çулсемпе витĕнеççĕ. Автотранспорт çулĕсене юсассипе, ялсенчи мĕнпур урама хытарнă çул сарассипе малашне те ĕçлесе пырăпăр. Сирĕн тăрăшулăх, ĕçе юратса пурнăçлани ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парĕç.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ П.А.Скворцов
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.В.Левый
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»