Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хисеплĕ Елчĕк район халăхĕ!

15:38 21 сентября 2016 г.

Хисеплĕ ентешсем !

 

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче эпир пурте çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнтăмăр – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Елчĕк халăхĕ хальхи суйлава та пысăк яваплăхпа, активлă хутшăнчĕ, тĕрĕс суйлав туса малашлăхшăн сасăларĕ. Суйлавçăсен ытларах проценчĕ «Единая Россия» партишĕн хăйсен сассисене пачĕ, ертсе пыракан влаçа, çĕршыв Президентне Владимир Владимирович Путина шаннине пĕлтерчĕ.

Тĕрĕс суйлав туни пире малашне те аталану çулĕпе,  районта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ĕçлеме хистет.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне активлă хутшăннă, суйлав кампанине йĕркеллĕ ирттерессишĕн тимленĕ çынсене пурне те чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, ырлăх-сывлăх сунатăпăр. Малашне те пĕрле, пĕр тĕллевпе хамăр пуласлăхшăн ĕçлер.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ        П.А.Скворцов

Елчĕк район администрацийĕн  пуçлăхĕ    Н.П.Миллин.

Яльчикский район Чувашской Республики

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика