09:30 10 сентября 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пенсисене 2017 çулта индексацилес, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн объекчĕсене 2016-2017 çулсенчи хутмалли тапхăр вăхăтне хатĕрлес, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне ăнăçлă ирттерсе ярас ыйтусем тĕп вырăнта пулĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ушкăнсем ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пулаççĕ, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»