08:38 12 сентября 2016 г.
Шăматкун Шупашкар заливĕнчи Юрă уйĕнче йăлана кĕнĕ ăмăрту - СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 78-мĕш эстафета чупăвĕ иртнĕ.
Юлашки çулсенче вăл Чăваш Ен прессин спорт фестивалĕ ятпа та паллă. Мĕншĕн тесен унăн пĕрремĕш тапхăрĕ çуркуннепе кĕркунне район хаçачĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшусенчен пуçланать. Чи вăйлисем сентябрь уйăхĕнче Шупашкарта пуçтарăнаççĕ. «Елчĕк ен» хаçат призĕсемшĕн çурхи кросс апрель уйăхĕнче пуçланать. Кăçал унта ăнăçлă ăмăртнă Елчĕк, Патреккел, Хăвăлçырма шкулĕсен командисем, Аслă Елчĕкри С.Убасев çемйи хутшăнчĕç. Ытти çулсенче «Елчĕк ен» хаçат та команда тăратаканччĕ, кăçал вăй çитереймерĕмĕр.
Пирĕн районти çуран чупма юратакансем япăх мар ăмăртрĕç. Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем /физкультура учителĕ А.Карсаков/ кăçал та 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Пĕлтĕр 5-мĕш пулнă Елчĕк шкулĕн команди /В.Демьянов учитель йĕркеленĕ/ хальхинче пĕр картлашка çÿлерех хăпарчĕ. Патреккел шкулĕнчи çамрăк атлетсем 6-мĕш вырăнта. С.Убасев çемйи финиша 5-мĕш çитрĕ.
Эстафета ăмăртăвĕ 16 ушкăнра иртрĕ. Унта 1700 çын хутшăнчĕ. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх, çак ăмăртусене ирттерме тытăннăранпах вĕсем халăх юратакан чи пысăк тупăшусем пулса тăнă.
Н.АЛЕКСЕЕВ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»