Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление глав района с Днем физкультурника

11:10 11 августа 2016 г.

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спорт ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Спортпа туслă, сывлăхлă, чунпа пуян çынсем общество тĕрекĕ шутланаççĕ, вĕсене кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу, çитĕнÿ кĕтет.

Елчĕк халăхĕ яланах спортпа туслă пулнă. Тĕнче шайĕнче палăрнă спортсмен-ентешсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр, савăнатпăр. Çамрăк ăру сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнтĕр, çĕнĕ çитĕнÿсем тутăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. «Улăп» спорт комплексĕ, спорт залĕсемпе стадионсем, хоккей коробкисемпе спорт площадкисем – пĕтĕмпех ачасем, спортпа туслă çынсем валли. Ачасен тренерĕсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнса ыттисене тĕслĕх кăтартакансене, спорт çитĕнĕсемпе район чысне çĕклекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

П.СКВОРЦОВ                                             Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН                                                  Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика