16:03 08 июля 2016 г.
Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Раççей почтин кунĕпе чунтан саламлатăп!
Раççей почти республикăра пурăнакан ахаль çынсен кулленхи пурнăçĕ çине те, бизнес çине те палăрмаллах витĕм кÿрекен пысăк предприятисенчен пĕри шутланать.
Чăваш Енри почта çыхăнăвĕ – кал-кал аталанакан, социаллă пĕлтерĕшлĕ отрасль.
2015 çулта Алькеш поселокĕнче почта уйрăмĕ уçăлчĕ, черетре Шупашкар хулин ытти микрорайонĕнче – çĕнĕ хулара, Благовещенскинче, Радужнăйĕнче, Гладков урамĕнче çĕнĕ уйрăмсем уçасси.
Эпир Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕ республикăн туризм илĕртÿлĕхне ÿстерме пулăшнине пысăка хурса хаклатпăр. Чăваш Ен çинчен каласа кăтартакан 80 яхăн сăнлă почта открыткисем тата паллă пулăмсене халалланă хăйне майлă почта штемпелĕсен ÿкерчĕкĕсем, унта пирĕн хуласен гербĕсене тата наци символикине ÿкернĕ, кашни кунах Раççей тата тĕнче тăрăх саланаççĕ.
Эпĕ Раççей почтин мĕнпур ĕçченне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ĕçĕшĕн чунтан тав тăватăп. Пирĕн хаклă ветерансене уйрăммăн тав туса хăваратăп.
Сире тата сирĕн çемйĕрсене чун-чĕререн çирĕп сывлăх тата ырлăх сунатăп! Эсир илсе çитерекен çĕнĕ хыпарсем яланах лайăххисем кăна пулччăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»