16:00 08 июля 2016 г.
Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене!
Сире Раççей почтин кунĕ ячĕпе чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!
Почта çыхăнăвĕ пирĕн кулленхи пурнăçра питех те кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кунсерен почта ĕçченĕсем пирĕн килсене çĕнĕ хаçат-журнал, çывăх çынсенчен кĕтнĕ хыпарсем илсе килеççĕ. Кунсăр пуçне предприятисемпе организацисем, район халăхĕ почта çыхăнăвĕ урлă тĕрлĕ пулăшу илеççĕ.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ П. Скворцов
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»