08:58 17 июня 2016 г.
Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!
Професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламланине йышăнсамăр!
Хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă çынсем халăх хушшинче яланах пысăк хисепре пулнă. Мĕншĕн тесен эсир яваплăран та яваплă ĕçре тăрăшатăр: çынсен пурнăçне çăлса хăваратăр, наци сывлăхне упратăр тата çирĕплететĕр.
Районти пур медицина ĕçченĕпе сывлăх сыхлавĕн ветеранне пархатарлă ĕçшĕн, иксĕлми вăй-халпа хастарлăхшăн, чирлĕ çынсене ăнланса ырă кăмăл парнеленĕшĕн пĕтĕм кăмăлтан тав тăватпăр. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр.
Район пуçлăхĕ П.СКВОРЦОВ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»