10:38 14 мая 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми - Чăваш Республикин бюджет политикин 2016 çулхи тĕп çул-йĕрĕсем тата экономика аталанăвне хăвăртлатас, халăхăн пурнăç шайне ÿстерес тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем çинчен.
Кунсăр пуçне информаци кунĕнче çак ыйтусене те пăхса тухаççĕ: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси, ĕçпе тивĕçтересси; 2016 çулхи çуркуннехи-çуллахи пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикин территорине пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ушкăнсем ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»