Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Манăн çемье – манăн пуянлăх»

15:32 13 мая 2016 г.

ятпа иртрĕ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă уяв ЗАГС пайĕнче.

Унта районти нумай ачаллă çемьесене чысларĕç. Вĕсен йышĕнче - «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче водительте тăрăшакан Владимир Алексеевич Петровсен çемйи те. Светлана Михайловнăпа Владимир Алексеевич 20 çул килĕштерсе  те тату пурăнаççĕ. Туслă çемьере пилĕк ывăл çитĕнет. Асли, Николай, салтакран таврăннă хыççăн Мускаври автозаводра тăрăшать. Ятарлă вăтам пĕлÿ илес тесе куçăмсăр майпа пĕлÿ илет. Сергей кăçал 11 класс пĕтерет. Вăл технологи предмечĕпе иртекен олимпиадăра иккĕмĕш çул республика шайĕнче призлă вырăн йышăнма пултарчĕ. Алеша саккăрмĕш, Миша пĕрремĕш классенче вĕренеççĕ. Кĕçĕнни, Володя, «Солнышко» ача садне çÿрет.

Петровсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Уяв ячĕпе Владимир Алексеевичпа Светлана Михайловнăна редакци коллективĕ ăшшăн саламларĕ, чечек çыххи парнелерĕ.

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика