15:03 06 мая 2016 г.
Хисеплĕ ентешсем!
Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!
Сире чĕререн Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламлатпăр!
Пирĕн мухтавлă Çар пĕтĕм халăхпа пĕрле Тăван çĕршыв чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитрĕ. Çак çулсенче эпир вăрçăра пуç хунисен ячĕсене асра тытатпăр, мирлĕ пурнăçа, паянхи ăрăвăн телейне сыхласа хăварма пултарнă ветерансем умĕнче пуçа таятпăр.
Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи питĕ пысăк. Районти кашни килтен вăйпитти çамрăксем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă, çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса ирсĕр тăшмана аркатнă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча тылри йывăрлăха хăйсем çине илнĕ, ырми-канми ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçре те пирĕн халăх кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Çулсем иртнĕ май вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ чакса пырать. Анчах аслă ăрури çынсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл паянхи тата пулас ăрушăн ялан тивĕçлĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата районта пурăнакан мĕнпур çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул,телей, мирлĕ тÿпе сунатпăр, урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр. Уяв ячĕпе!
П.А.СКВОРЦОВ,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.П.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»