11:29 23 апреля 2016 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асаттесемпе асаннесен иксĕлми ăс-хакăлĕ.
Эпир чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă кун çулсерен паллă тăвакан çак уяв хăйне евĕрлĕ пĕрлештерекен витĕмпе палăрса тăрать. Эпир мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿсекен чăваш чĕлхи чи çепĕç те пуян чĕлхе. Эпир унпа мăнаçланатпăр.
Районта пурăнакан кашни ентеше çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, телей, юрату, ырлăх сунатпăр.
П.Скворцов, район пуçлăхĕ.
Н.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»