11:02 16 апреля 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче çынсене 2016 çулта социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерес, экологи субботникĕсене, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне, ялсене, çул хĕррисене, масарсене тата ял тăрăхĕсенчи çулсене тирпей-илем кĕртессине йĕркелесе ирттерес, 1941-1945 çулсенчи Аттелĕх Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине уявламалли мероприятисем йĕркелес, уй-хирти çурхи ĕçсем пынине тишкерес ыйтусем тĕп вырăнта пулĕç.
Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕнче ялхуçалăх продукцине сутас енĕпе йĕркеленĕ уйăхлăха ирттерес, 2016 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушлăхне сирсе ярас ыйтусене те тишкереççĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ушкăнсем ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»