Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаклă вулакан, «Елчĕк енпе» пĕрле пулар!

10:30 02 апреля 2016 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсене 2016 çулхи 2-мĕш çур çулта илсе тăма çырăнтармалли тĕп тапхăр пуçланчĕ. Маларах эпир асăрхаттарни тÿрре тухрĕ: Раççей почти çырăнтару хакне ÿстерчĕ, иккĕмĕш çур çулта почта çыхăну уйрăмĕсем урлă «Елчĕк ене» 387,12 пус тÿлесе çырăнмалла.

Çак çырăнтару укçинчен 264 тенкине Раççей почти хăйĕн пулăшу ĕçĕсемшĕн илет, редакцие 123 тенкĕ те 12 пус юлать. Каталог хакне «Елчĕк ен» хаçат пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ пĕр шайра тытса пырать. Хамăр тăкак тÿснине пăхмасăр çапла май çырăнтару хакĕ тата ытларах ÿссе каясран тытса чарма тăрăшатпăр. Тăкакĕсем вара хаçат редакцийĕн пĕчĕк мар: хут хакĕ, типографире пичетлеттермелли хак юлашки икĕ çулта 1,5 хут ÿсрĕ.

Район центрĕнче пурăнакансем тата Елчĕке ĕçе çÿрекенсем район хаçатне «Чăвашпичет» киоскĕнче тата хаçат редакцийĕнче, библиотека çуртĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центрта йÿнĕрех хакпа илсе тăма пултараççĕ. Вĕсенче хаçата 6 уйăхра илсе тăма 210 тенкĕ тÿлемелле. Район центрĕнчи ĕç коллективĕсем те çак майпа усă курма пултараççĕ. Уйрăмах пысăк йышлă тĕп больница коллективĕпе район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă организацисемшĕн меллĕ вăл. Альтернатива мелĕпе çырăнакан организацисене /енчен те 10 экземпляртан кая мар çырăнсан/ хаçата хамăрах пырса пама пултаратпăр.

Хаклă вулаканăмăрсем! Хаçат редакцийĕн журналисчĕсем «Елчĕк ен» хаçата кăсăклă материалсем, çĕнĕ хыпарсем вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Паянхи самаях çăмăл мар лару-тăрура та пĕрле пулар.

Хаçат редакцийĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика