Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем!

15:40 04 марта 2016 г.

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ - ячĕпе чĕререн саламлатăп! Çак кун эпир этемлĕхĕн илĕртÿллĕ çуррине юратни çинчен калатпăр, тав тăватпăр, çурхи янăравлă тумла сассипе тата çутçанталăкра çĕнĕ пурнăç çуралнăшăн савăнатпăр. Эсир вара пире çуркуннехи хĕвел пек хавхалану тата килĕшÿ парнелетĕр, çĕнĕлĕхпе ăшă кÿретĕр. Сирĕн тимлĕхĕр, ачашлăхăр тата тăрăшулăхăр тĕнчене ырăрах тăваççĕ, пире хамăрăн чи лайăх пахалăхсене кăтартма хистеççĕ.

Эсир тĕрлĕ-тĕрлĕ сферăра ĕçлетĕр, çĕршывăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнатăр. Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕçлекен хĕрарăмсен, професси тата çемье тивĕçĕсене ăнăçлă пĕтĕçтерекенскерсен, тава тивĕçлĕ ĕçĕшĕн уйрăммăн тав тăвас килет. Патшалăхăн ача амăшне тата ачалăха хÿтĕлессипе çыхăннă тимлĕхĕ, çемье хаклăхĕсене упрани хĕрарăмсене ыранхи кун тĕлĕшпе шанăç кÿреççĕ.

Пирĕнтен кашниншĕн тĕнчери чи хаклă çын - анне. Унăн чĕре ăшши, ачаш та тимлĕ аллисем, чун пуянлăхĕ пирĕн чĕрере яланах упранаççĕ. Кашни анне телейлĕ пултăр, вĕсен куçĕнче савăнăç куççулĕ кăна пултăр!

Уйрăм тав сăмахĕсем - пирĕн ветеран хĕрарăмсен, вăрçă çулĕсен нушине хăйсен черчен хулпуççисем çинче тÿснĕ, çĕршыва ишĕлчĕкрен çĕкленĕ тыл ĕçченĕсен ячĕпе.

Хаклă аннесем, мăшăрсем, хĕрсем, аппасемпе йăмăксем тата асаннесемпе кукамайсем! Хĕвелĕн çуркуннехи пирвайхи пайăркисем тата çурхи чечексен тĕлĕнмелле илемĕ сирĕн чунăра ырлăх кÿччĕр, сирĕн килĕрте хăтлăх, ытлă-çитлĕ пурнăç, ăнлану тата хисеп хуçаланччăр.

Сире юрату, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика