Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление с Международным женским днем

14:50 04 марта 2016 г.

Хисеплĕ хĕрарăмсем! Чипер хĕрсемпе маттур хĕрачасем!

 

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.

Çак чăннипех илемлĕ те асамлă кун çеç мар, çулталăк тăршшĕпех эсир ырă сăмахсене илтме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен пире кун çути парнеленĕ юратнă та хаклă  аннемĕрсем, хисеплĕ мăшăрсемпе аппа йăмăксем яланах çемье çирĕплĕхĕ, кил-çурт ăшши, вучах упраканĕ, обществăн тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Кирек епле ĕçре, обществăлла пурнăçра та  хĕрарăмсем  - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертÿçĕсем, производствăра малта пыракансем.

Елчĕк районĕн хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем ял хуçалăхне, экономикăпа культурăна аталантарас, çамрăксене вĕрентес, çынсен сывлăхне сыхлас, халăха куллен тĕрлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемеççĕ, малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ.

Хаклă асаннесемпе кукамайсем, аннесем, аппасемпе йăмăксем, савнă çыннăмăрсем!

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса та ĕмĕрлĕх юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ   П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.

 

 
 

 

Яльчикский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика