08:32 16 февраля 2016 г.
Йывăр шăпаллă ачасене пулăшас, вĕсен пурнăçне çутăрах та телейлĕрех тăвас тĕллевпе Чăваш Республикинче кашни çул иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркмăллăх акцине пирĕн районта пурăнакансем яланах хастар хутшăнаççĕ.
Елчĕкри «Интермедсервис» ООО директорĕ Владимир Скворцов хальхинче те марафон фончĕн счече çине чи малтан укçа-тенкĕ куçарнă. Ырă ята тивĕçес тени мар, ачасен нушине ăнланакан, май пур таран вĕсене пулăшас тĕллевлĕ çирĕп кăмăллă çамрăк çынна пархатарлă ĕçе хутшăнма чун-чĕри хистет пулинех. Вăл суйласа илнĕ тухтăр профессийĕ те яваплă - вĕсен çынсен сывлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа тăрăшмалла. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă Владимир пурнăç çулĕпе утма та медицинăпа çывăх çынна суйласа илнĕ. Мăшăрĕ, Марина Зиноновна - аслă пĕлÿ илнĕ фармацевт. Çавна май пĕр пек шухăш-кăмăллă çынсем хăйсен предприятине йĕркелесе янă - ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртнĕ.
...Чунри иксĕлми ăшăлăх нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ Владимир чун-чĕрине ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Ял-йыш хушшинчи хисеплĕ çынсем - Александр Авксентьевичпа Галина Федоровна хăйсен ачисене мĕн пĕчĕкрен ырă кăмăллă пулма вĕрентсе çитĕнтернĕ. Халĕ тивĕçлĕ канури ашшĕ - ветеринари тухтăрĕ, ертÿçĕ пулса ĕçлерĕ. Пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, чун тĕпренчĕкĕсене хăйĕн ăшшине парса ÿстернĕ амăшĕ - Галина Федоровна «Ача амăшĕн медальне» илме тивĕçлĕ пулнă, бухгалтерта ĕçлесе 28 çул ĕç стажĕ пуçтарнă.
...Марина Зиноновнапа Владимир Александровичăн ачисем - Владиславпа Алексей те ашшĕпе амăшĕн пархатарлă ĕçне, ытти çынсене ырă кăмăлтан пулăшнине курса çитĕнеççĕ. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ ырă пулĕ.
Светлана АРХИПОВА.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»