08:52 13 февраля 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарасси тĕп вырăнта пулĕ. Унсăр пуçне пенси саккунĕсенчи 2016 çулхи çĕнĕлĕхсене те тишкерĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ушкăнсем ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, çынсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО, «Газпром газораспределение Чебоксары» АУО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.Михайлова Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче, «Эверест» АХО генеральнăй директорĕ Н.Герасимов, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи А.Александрова Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина, район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, Елчĕкри почтамтра, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Хулари стоматологи поликлиники» АУ тĕп врачĕ В.Викторов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Уркова Курнавăш ял тăрăхĕнче пулаççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»