10:42 10 февраля 2016 г.
Алексей МИЛЛИН, «Россельхозбанк» акционер обществин хушма офисĕн Елчĕкри уйрăмĕн управляющийĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енĕн социаллă тата экономика пурнăçне объективлă хак пачĕ. Вăл республика Правительствине вак тата вăтам предпринимательлĕхе 2030 çулччен аталантармалли стратегие туса хатĕрлеме тата унта вак тата вăтам предприятисен çаврăнăшне, 2014 çулхипе танлаштарсан, 2,5 хут ÿстермелли, вĕсем туса кăларакан тавар калăпăшне, çавăн пекех ĕç тухăçлăхне 2 хутран кая мар ÿстермелли тĕллевсене палăртса хăварма хушнине уйрăмах ырлатăп. Патшалăх аграри секторне кÿрекен пулăшу калăпăшĕ çулсерен пысăкланса пыни кăмăла çĕклет. Калама кăна, Чăваш Ен çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çул республика тата федераци бюджетĕнчен 2,8 млрд тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа республикăри пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем 26 млрд ытла тенкĕлĕх кредит ресурсĕсем явăçтарнă. Çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă чылай хушма хуçалăх, фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе, тавар туса илекен пысăк производствăна çаврăнчĕ. Çакă вĕсене агропромышленноç комплексне аталантармалли патшалăх программи шайĕнче пăхса хăварнă пулăшăвăн ытти мелĕпе усă курма май туса пачĕ.
Алексей ВАСИЛЬЕВ, «Улăп» спорт комплексĕн инструкторĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ÿт-пÿ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă çын кăна тухăçлă пулма пултарассине уççăн палăртрĕ. Пурнăçăма спортпа çыхăнтарма аннен, Зинаида Петровнан, ырă тĕслĕхĕ хавхалантарчĕ. Вăл, шкулта ачасене физкультура предметне вĕрентнĕскер, паян та, тивĕçлĕ канурине пăхмасăр, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать, велосипед çинчен анмасть. Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кÿрет. Пирĕн хамăрăн ачасене харпăр хăйĕн тĕслĕхĕпе спорта юратма хăнăхтармалла. Компьютерпа вылякан вăйăсенчен пистерсе кашни ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕпе пĕрле уçă сывлăшра пулма тăрăшмалла. Паян физкультурăпа тата спортпа туслашма районта мĕнпур майсем çителĕклĕ. Хĕллехи кун йĕлтĕрпе, конькипе ярăнатăн, çуллахи вăхăтра çуран чупатăн. Çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те «Улăп» спорт комплексĕнче ÿт-пĕве пиçĕхтерме майсем пур. Районта массăллă спорт та начар мар аталаннă. Çулсерен «Наци кросне» хутшăнакансен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Çитес вырсарникун сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» йыхравлать. Хĕллехи спорт уявне активлăн хутшăнар, хисеплĕ туссем!
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»