11:00 06 февраля 2016 г.
Антонина АЛЕКСАНДРОВА, Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ:
- Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче культура ыйтăвĕсене те тимлĕхсĕр хăварман. Акă унти пĕр самант пирки чарăнса тăрам. Михаил Васильевич федерацин яла аталантармалли программи шайĕнче республикăра нумай функциллĕ виçĕ центр тума тытăнасса пĕлтерчĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах пирĕн районти Тÿскел ялĕнче çĕкленсе ларĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ унăн проектне хатĕрлесе çитернĕ. Малтанхи тапхăрти ĕçсем валли 3 млн тенкĕ куçарса панă.
Мĕншĕн шăпах Тÿскеле суйласа илнĕ-ха; Пилĕк çул каялла кунти кивĕ, авариллĕ лару-тăрури йывăç клуба хупма тиврĕ, анчах çакă халăхăн культурăпа, пултарулăхпа çыхăннă кăмăл-туйăмне, хастарлăхне пĕтермерĕ. Вениамин Игнатьев ертсе пыракан «Шуçăм» ушкăн хăйĕн ĕçне бригада çуртĕнче, урамри лапамсенче малалла тăсрĕ, ял халăхне тата та ытларах чăмăртарĕ. Коллектив район, республика шайĕнчи мероприятисенче те палăрчĕ. Халĕ культура ĕçченĕсемпе Тÿскел çыннисем çĕнĕ йышши клуба тума пуçласса тата ăна савăнăçлă лару-тăрура уçасса тем пекех кĕтеççĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул - Кино çулталăкĕ. Чăваш Енре çак çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Совет тата Раççей киноклассикĕсен фильмĕсене, çĕршыв историйĕ, тĕнчери пулăмсем çинчен хамăр çĕршывра ÿкернĕ фильмсене районти тĕслĕх шайри сакăр клубра тата 23 библиотекăра çĕнĕ технологисемпе усă курса кăтартатпăр. Çавăнпа пĕрлех вырăнти киноматериалсемпе те усă курăпăр. Унсăр пуçне эпир Ĕç çыннине халалланă çулталăкра районăн тĕрлĕ тытăмĕнчи маттур та пултаруллă çынсене ÿкерсе документлă фильм хатĕрлесшĕн.
Светлана БАРИНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кушкă ялĕ.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура кашни çынна хумхантаракан ыйтусене хускатнă. Чăваш Ене, Раççей çĕршывне пултаруллă, ĕçе юратакан çамрăксем кирлине тĕп вырăна хунă. Эпир, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, çак шухăша питех те тĕрĕс тесе шутлатпăр. Хальхи вăхăтра çĕршывра пĕтĕмĕшле вăтам шкул пĕтернисен хисепĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, сахалрах пулин те аслă пĕлÿ илекенсем нумаййăн. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине вĕрентсе çын тума нумай тăккаланать. Çав вăхăтрах вĕренсе пĕтернисем хăйсен профессийĕсемпе ĕçлемеççĕ. Мĕншĕн тесен ачана вĕренме çеç хистенĕ, ĕç патне çывăхлатман. Чăнах та, Михаил Игнатьев каланă пек, ачасене пĕчĕкрен - садикрен ĕçлеме хăнăхтармалла. Шкулта ĕç урокĕсене ытларах ирттермелле. Ачасене шкул саккинчен професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе вĕрентекенсен, класс ертÿçисен тĕрлĕ сферăра ĕçлесе сума тивĕçлĕ пулнă çынсемпе тĕлпулусем йĕркелеме пулăшмалла, ятарлă уроксем ирттермелле.
Хăть камăн та тĕрлĕ ĕç тума пĕлмелле. СШАра сăмахран, кашни çамрăк 6-7 професси алла илет. Çапла пултăр тесен ачасене малтан училищĕре вĕренсе професси пĕлĕвĕ илме хистемелле, каярахпа вăл хăй ирĕкĕпе аслă пĕлÿ илме те пултарĕ.
Михаил Игнатьев малашнехи тĕллевсене те уçăмлăн палăртать. Кашни вулакан çакна тĕпе хурса хăйĕн ачи-пăчине чăн-чăн ĕç çынни туса ÿстермеллине ăнланасса шанса тăратăп.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»