09:17 03 февраля 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 26-мĕшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна пирĕн районтан тухнă паллă çынсем, тĕрлĕ сферăра вăй хуракансем мĕнле хаклаççĕ-ха?
Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:
- Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: мĕншĕн тесен çак залра Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çеç мар, предприяти-организаци ертÿçисем те, пĕтĕм сфера представителĕсем те, ветерансем те пухăнчĕç. Çакă эпир пурте пĕр команда пулса республикăн çутă малашлăхĕшĕн ĕçленине палăртать. Кунта килнисем пурте республика Пуçлăхĕн тĕллевĕсене сÿтсе яваççĕ тата пурнăçа кĕртмелли меслетсене тишкереççĕ. Михаил Игнатьев иртнĕ çула пĕтĕмлетнипе пĕрлех Чăваш Енри халăхăн пурнăç шайне лайăхлатмалли самантсене каларĕ: республикăри амăшĕн капиталне малалла тăсасси, çĕнĕ 30 шкул тăвасси, хальхи йышши фельдшер-акушер пункчĕсене хута ярасси... Эпир, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, çак тĕллевсене чăна çавăрас енĕпе пĕрремĕш пулăшуçăсем пулăпăр, кирлĕ саккунсене йышăнăпăр.
Алексей ЛАПШИН, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн ертÿçи:
- Республика Пуçлăхĕ строительство, спорт çинчен те, ытти сфера пирки те нумай каларĕ. Спорта илес-тĕк - пĕлтĕр пирĕн республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенчен пĕри - ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирĕ. Унта чи паллă спортсменсем пухăнчĕç. Вĕсем çакăн евĕрлĕ пысăк шайри ăмăртусем Раççейре çеç мар, тĕнчере те сахал пулнине палăртрĕç. Паллах, асăннă турнира малашне тата ытларах спортсмен килĕ. Лайăх кăтартусем пулччăр тесен хальхи йышши спорт керменĕсем кирлĕ. Çакна регион Ертÿçи пĕлет тата ăнланать, ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн республикăра юлашки çулсенче çĕнĕ спорт объекчĕсем çине-çинех уçăлаççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»