09:41 30 января 2016 г.
Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарнине тимлĕ итлесе лартăмăр. Вăл республикăна ертсе пынă тата пыракан çулсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ мĕн чухлĕ ĕç тунине асăнса пĕтерме те май çук. Михаил Васильевич паянхи ачасенчен чылайăшĕ компьютер умĕнче вăхăт ирттернине палăртрĕ - çак самант манăн чуна пырса тиврĕ. Паянхи кун спортпа кану вырăнĕ сахал мар-çке. Çамрăксем компьютер умĕнче лариччен хоккей площадкине, физкультурăпа спорт комплексне - вĕсем кашни районтах пур - кайсан лайăхрах вĕт!
Михаил Васильевич нумай çул ялхуçалăх министрĕ пулчĕ, çак отрасле çавăнпах-тăр тимлĕх уйăрать. Сухаламан çĕрсем пулмалла маррине, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине тăтăшах аса илтерет. Ку енĕпе Елчĕк районĕ лайăх ĕçлесе пынине палăртас килет. Сухаламан çĕр республикăра пачах пулмасан ялхуçалăхĕ тата вăйлăрах аталанма пуçласси иккĕлентермест. Аш-какай, пахчаçимĕç туса илес енĕпе те пирĕн кăтартусем япăх мар. Пĕтĕмлетсе каласан - Çырура палăртнă пĕтĕм тĕллев пурнăçланасса шанса тăратăп.
Петр КРАСНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:
- Эпир хамăр пуçланă ĕçсене малалла тăсатпăр, чăн та, вĕсене тата та лайăхрах пурнăçлама тăрăшатпăр. Паллах, çĕнĕ тĕллевсем лартса çак ĕмĕтсене чăна çавăрма ăнтăлатпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра кăçал тата çитес çулсенче çĕнĕ объектсем хута ярассине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче пирĕн регионта 50 яхăн çĕнĕ ача сачĕ уçнă, çак ĕçе малалла та тăсăпăр, мĕншĕн тесен демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Çĕнĕ шкулсем, ФАПсем - йăлтах халăх ырлăхĕшĕн. Спорт керменĕсем уçăлни те савăнтарать. Çĕннисенчен пĕри - «Шупашкар-Арена». Кăçал Чăваш Енре Раççей шайĕнче ĕçлекен биатлон тата маунтинбайк центрĕсем уçăлмалла - вĕсем пирĕн республикăра халĕччен пулманччĕ-ха. Çĕнĕ тепĕр проект вăл - Вăрмар, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем уçма палăртни. Республика бюджетĕнче çак 3 объект валли укçа пăхса хăварнă. Çитес çулсенче çакнашкал 8 объект тумалла.
Петр СКВОРЦОВ, Елчĕк район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçи, акционерсен «Прогресс» хупă обществин директорĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура юлашки çулсенче республикăра пĕрлехи вăйпа çывхартнă ÿсĕм-çитĕнÿсемпе пысăк ĕçсем çинчен тĕплĕн тишкерчĕ. Малашне пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшасси, ял çыннин иксĕлми вăй-халĕпе чăтăмлăхне пула килнĕ çитĕнÿсем çинчен каларĕ.
Вырăнта туса кăларакан ялхуçалăх продукцийĕн производствине малалла ÿстерсе пыма, 2020 çул тĕлне ытти регионсемпе пĕрле Раççейĕн шалти рынокне хамăр çĕршывра туса кăларакан апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме палăртнине уйрăмах ырласа йышăнатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕншĕн, ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансемшĕн, çакă рынокра хамăр вырăна йышăнмалли меллĕ самант пулса тăрасса шанатпăр. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен уçă реестрне хатĕрлесе çитересси, çĕрпе саккунсăр усă курма чарасси, унсăр пуçне республикăра туса илнĕ продукцие упрама, ăна ĕçлесе хатĕрлеме тата ăна сутма хатĕрлеме май паракан агропарк тума тытăнасси çинчен татăклăн палăртнин пĕлтерĕшĕ те пысăк.
2016 çул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Михаил Игнатьев ĕç çыннине пулăшса пымаллине аса илтерчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçлесен республикăра малашнехи ĕçсем те ăнса пырĕç.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»