10:27 15 января 2016 г.
Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Сирĕн тăрăшулăхăра пула районта пурнăнакансем куллен республикăра, районта пулса иртекен пулăмсемпе паллашаççĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хурав тупаççĕ, республика, район пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Эсир халăх хушшинче кирлĕ нумай информаци саратăр, пурнăçри йывăрлăхсене татса пама пулăшатăр. Журналистăн çивĕч куçĕ пурнăçри çитменлĕхсене те курмасăр иртмест, вĕсене вара пирĕн пĕрле татса памалла.
Шанса тăратпăр, малашне те пирĕн хутшăнусем тухăçлă та ăнăçлă пулĕç, хаçат районта пурăнакансемшĕн нумай çулсем хушши чи кирлĕ информаци çăлкуçĕ пулса тăрĕ.
Уяв ячĕпе саламласа сире телей, çирĕп сывлăх, творчествăлла ÿсĕмсем сунатпăр.
Район пуçлăхĕ П.СКВОРЦОВ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»