15:17 14 января 2016 г.
Çĕнĕ çулта - Раççей тата Чăваш пичечĕн уявĕ умĕн хаçат редакцийĕнче ялти корреспондентсемпе - Светлана Бариновăпа, Зинаида Портновăпа тата Алексей Петровпа курнăçма май килсе тухни пирĕн чун-чĕресене ăшă кăмăл-туйăм парнелерĕ...
Пурнăç тути-масине самаях астивме тÿр килнĕ Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи аслă юлташăмăрсем çинчен каласа кăтартмалли, вĕсенчен вĕренмелли, ăса хывмалли те сахал мар. Светлана Бариновăпа Алексей Петров Кушкă ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Светлана Аркадьевна вĕрентекен, нумай çул ялти шкулта директор пулса ĕçленĕ. Пархатарлă ĕçĕшĕн ăна халăх çутĕç отличникĕн ятне парса чыс тунă. Анлă тавракурăмлă, кирек хăш ĕçе те тĕплĕ, чунне парса пурнăçлакан, сăмаха çирĕп тытакан çын. Тĕрĕслĕхе чи малти вырăна хурать. Лайăх мăшăр, ăшпиллĕ анне, тараватлă асанне тата кукамай. Мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Нумай çул юратупа килĕшÿре пурăнакан Бариновсене иртнĕ çул районта пулса иртнĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕнче «Юратупа шанчăклăх» медальпе чыслани те вĕсен çемйи, чăннипех, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăнине яр уççăн çирĕплетет.
Учительсен çемйинче ÿссе çитĕннĕ Алексей Александровича та, пултарулăхне кура, ялан яваплă ĕç вырăнĕсене шанса панă. Вăл «Победа» колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ, ун хыççăн нумай çул Аслă Пăла Тимеш ял совечĕн ĕçтăвкăмĕн председателĕ, Кушкăри вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, истори тата обществознани, каярахри çулсенче вĕренÿ программине кĕнĕ информатика предмечĕсене ертсе пынă. Ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассинче тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн ăна «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă.
Комсомол организацине ертсе пынă çулсенче хастар çамрăка ВЛКСМ Чăваш обкомĕн членĕ пулма суйланă. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса чыс тунă.
Алексей Александрович кил-çуртра та лайăх хуçа пулнипе ял-йыша тĕлĕнтерет. Вăл темĕн тĕрлĕ йывăç-курăк, чечек çитĕнтерме пĕлет. Çемьере килĕшÿпе палăрса тăрать. Петровсем ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Тĕслĕхлĕ çемьере 5 ача ÿстерсе çитĕнтернĕ, Ача амăшĕн медальне илме тата ытти ят-сума тивĕçлĕ пулнă, Аслă Пăла Тимешри хисеплĕ ĕç ветеранĕ Зинаида Петровна Портнова пирки те ыррине, лайăххине каламалли нумай. Яланах малти ретри, иксĕлми вăй-халлă, ырă кăмăллă çын вăл. Çывăх юлташĕ Светлана Баринова вара ун пирки: «Пурнăçра чи ăслă хĕрарăмсенчен пĕри», - тенин пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине ăнланатпăр. Училищинче ăс пухнă, алла специальнăç илнĕ. Ун хыççăн куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Нумай çул ялти библиотекăра, ясли-сад заведующийĕнче вăй хунă. Библиотека 1966 çулта, ясли-сад 1987 çулта, шăпах Зинада Портнова ĕçлеме пынă çулсенче уçăлнă. Пуçламăшĕ яланах йывăр, тин ĕçлеме пуçăнаканшăн уйрăмах. Çакă ĕçрен хăраман çыннăн çирĕплĕхне тепĕр хутчен тĕрĕсленĕ евĕрех пулнă. Шанса панă яваплă ĕçре тăрăшаканскер яланах лайăх енĕпе çеç палăрса тăнă. Нумай çул Аслă Пăла Тимешри хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, хальхи вăхăтра ялти ĕç ветеранĕсен канашĕн ертÿçи. Ветерансене хавхалантарас, вĕсен кулленхи пурнăçне кăштах та пулин савăнăç кÿрес тĕллевпе Зинаида Петровна хăй мĕн пултарнă таран тăрăшать. «Ырă ĕç тусан кăмăл çĕкленет», - тет вăл.
...Ĕçсĕр ларма хăнăхманскерсем, район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма та ĕлкĕреççĕ. Хаçат валли статья-заметка çырма вĕсене никам та хистемест. Хăйсен чунĕ хушнипе çак ĕçе пурнăçласа хăйсене анчах мар, çынсене те савăнăç кÿреççĕ. Тепĕр енчен илсен, çак пултарулăх вĕсен чун-чĕрисенче упранать. Алексей Петров, тĕслĕхрен, хăй ача чухнех Мускавра тухса тăракан «Пионерская правда» хаçат ирттернĕ фотоÿкерчĕксен конкурсĕнче,Совет Союзĕнчи 14 ача йышĕнче, çĕнтерÿçĕ пулнă. Зинаида Портнова вара - поэт чун-чĕреллĕ, вăл статья-заметка анчах мар, сăвăсем те хайлать. Хăй «Елчĕк ен хаçата епле юратса вулани, унăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтнĕ пирки каласа кăтарнă май вăл çывăх çыннисене те çуралнă кун е юбилей ячĕпе район хаçатне парнеленине, урăхла каласан, ăна çырăнса панине пытармарĕ. Йышăнатпăр, çакă Зинаида Петровна район хаçачĕн ят-сумĕшĕн тăрăшнине, творчество коллективне чун-чĕререн хисепленине çирĕплетет. Светлана Аркадьевна культура ĕçченĕ те, филолог та мар, вăл - физик. Апла пулин те журналистран кая мар ăста çырма пултарать.
Пирĕн ытти ялти корреспондентсем те паянхи çăмăл мар пурнăçра ырра вĕрентекен пулăмсем çинчен, çамрăксене малашлăха шанма, тăрăшса ĕçлеме хистекен статьясем ытларах çыраççĕ. Ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнар. Тавтапуç, Сире Эсир пурришĕн.
Светлана АРХИПОВА,
Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, «Елчĕк ен» хаçатăн пай редакторĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»