12:08 31 декабря 2015 г.
Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, ентешсем!
Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!
Йăлана кĕнĕ тăрăх Çĕнĕ çулта мĕн туса ирттернине пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ.
2015 çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Республика правительстви пулăшнипе районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ырă улшăнусем пĕтĕмпех тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, район халăхĕ тăрăшнипе пулса иртрĕç.
Çĕнĕ çул мĕнле пуласси те пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿ валли кашнийĕ хăй пултарулăхне, тăрăшулăхне шеллемесĕр ĕçлесен ырă улшăнусем татах та пулĕç. Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, ял халăхĕн пурнăçĕ лайăхланса пынипе палăртăр.
2016 çул республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çакă пире ял çыннин, çĕр ĕçченĕн ĕçне ытларах хисеплеме, чăннипе хаклама хистет. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен, умри йывăрлăхсене пĕр-пĕрне пулăшса çĕнтерсе пырсан палăртнă тĕллевсем патне çитетпĕрех.
Раштав уявĕ кашни киле ăшăлăх, лăпкăлăх, килĕшÿ парнелетĕр.
Уявсем ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ П.А.Скворцов.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин.
Яльчикский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»